Пур енчен те телейлӗ вăл
Хыпарсем

Пур енчен те телейлӗ вăл

Нумаях пулмасть Чукал ялӗнче пурӑнакан Халиса Мударисовна Миначева хӑйӗн сумлă юбилейне — 90 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Ӑна саламлама ачисем, Кивӗ Чукал ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Рамис Низамов тата ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Гульсира Халиуллова килнӗччӗ.

Халиса аппа — ялти чи хисеплӗ хӗрарӑмсенчен пӗри. Вӑл Кивӗ Чукалта ҫуралса ӳснӗ, çамрăклах аслисемпе пӗрле «пурнӑҫ урапине кӳлӗннӗ». Ҫемьере чи асли пулнӑран, унӑн хăйӗн хыççăн çуралнă тӑванӗсене пӑхса ӳстерме те тӳрӗ килет. Халиса ырми-канми ӗçлет, хастар, пур ӗҫре те малта пырать. Ӗçчен хӗре ялти чи пултăклă каччӑсенчен пӗри, Бабир, юратса пăрахать. Çемье çавăраççӗ. Халиса аппа ҫав вӑхӑтра «Чишме» колхозри пӑру витинче ӗҫленӗ. Тепӗр тесен, вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ҫамрӑк пӑрусене пӑхать.

Вӗсен Бабирпа иккӗшӗн пилӗк ача ҫуралать. Анчах мӑшӑрӗ питӗ ҫамрӑклах пурнăçран уйрăлса каять. Ҫак пилӗк ачана пӑхса ӳстерес, вӗрентес тата çын тăвас тесе нумай хутчен вăл йывӑрлӑхсем урлă иртет, пурне те çӗнтерме пултарать. Чӑнах та, ачисем те амӑшӗн питне хӗретмеççӗ — лайӑх вӗренеҫҫӗ, аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ. Паян Халиса аппа ывӑлӗпе Ильмирпа тата кинӗпе Айсылупа пӗрле пурăнать.

— Ӗçленисӗр пуҫне эпир нимӗн те пӗлмен, — тет Халиса аппа, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне аса илсе. — Эпир ялтан тухса каймарӑмӑр, ачасене ӳстертӗмӗр, вӗсене ҫын тума тӑрӑшрӑмӑр. Эпӗ хамӑн паянхи пурнăçăмпа питӗ кӑмӑллӑ, — тет вӑл.

Вӑл хӑйне саламлама килнӗ хӑнасене те, кӳнӗ парнесемшӗн те питӗ хавас пулчӗ. Ӗҫленӗ çулӗсемшӗн хисеплесе, хесчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Альберт Низамов та парне парса янă. 

— Пире аслă çулсенчисене хисеплекенсене шӑпа хисеплетӗр, — тет ялти хисеплӗ кинеми.


Нет комментариев