Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пукрав уявĕ

Пукрава октябрӗн  14-мĕшĕнче уявлаççĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри.

Ун историйĕ 910 çулпа çыхăннă. Иерусалимри чиркӳре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çӳревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тӳпере Турă Амăшне курнă. Вăл турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хӳтте илнĕ. Çавăнтанпа ĕненекенсем Турă Амăшне хӳтлĕхе илме йăлăнса кĕлĕ тума тытăннă.

Халăх пукравра кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа – пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе сăйланаççĕ.

Хĕл çĕре хăйĕн шурă пĕркенчĕкĕпе пĕрремĕш хут витет, сивĕ хĕл çывхарса килнине палăртать.

Çак тапхăрта пахча ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хĕрсемпе каччăсем улаха пуçтарăнма тытăнаççĕ. Килти ĕçсене алла тытаççĕ, тĕртеççĕ, арлаççĕ, çăпата хуçаççĕ, тĕрлеççĕ.

Реклама

Пукрав – кĕрхи туйсене пиллекенĕ тесе шухăшланă. Кĕр мăнтăрĕпе пĕрлешсен тулăх пурнăç, ытлăх-çитлĕх, пуянлăх пуласса ĕненнĕ.

Пĕве çитнĕ хĕр-упраç чиркĕве кайса Турă Амăшĕнчен качча тухма пил ыйтнă, пуян та ырă упăшка тупăнасса шаннă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев