Пӳрт умне илемлӗ капăрлатнă
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн район ҫыннисем учрежденисемпе организацисен территорийӗнче, халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, клубсен, шкулсен, ҫуртсен умӗнче юртан тӗрлӗ сăнарсем туса хучӗç.
Кивӗ Йӗлмел ялӗнче Культурная урамӗнче пурӑнакан Андриан Артемьев, тӗслӗхрен, хӑйӗн пӳрчӗ умӗнче Хӗл Мучипе Юр пике тата çитес çулăн символне – юртан Вăкăр сăнарӗсене туса хунă. Ҫавӑн пекех, пӳрт умне вӑрман илемне – симӗс чӑрӑша тӗрлӗ тӗспе ялтӑракан гирляндӑсемпе тата теттесемпе илемлетсе лартнӑ. Ҫак илемлӗх, ҫурта кӑна мар, кӗçех Çӗнӗ ҫул ҫитесси ҫинчен аса илтерсе, пӗтӗм урама уяв атмосфери парса, кашнине çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм парса тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев