Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Приказ» çырми-пӗвине тирпей-илем кӗртӗç

Малашне

Ҫӗпрел ҫыннисем Кивӗ Çӗпрел ялӗн Шкул урамӗнче вырнаçнă, халăх «Приказ» çырми тесе калакан пӗвене тирпей-илем кӗртес, юсас енӗпе проекта сӳтсе яврӗҫ.

Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ. Вӑл районта хӑтлӑ условисем йӗркелес енӗпе сӳрӗк пулман активистсене саламларӗ. «Татмелиораци» обществин представителӗсене Алина Моратована, Гульнара Хузиевапа Светлана Ефимована тав турӗ тата компанипе пӗрле пурнăçланă мӗнпур проектсем те, сӑмахран, Центральная урамӗ тата «Ҫӗпрел» паркӗ,  питӗ илемлӗ пулса тухнине  палăртса иртрӗ. Район ертӳҫи «Приказ»  çырмине тирпей-илем кӗртес енӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫ сунчӗ тата ыттисемпе пӗрле шухăшсене сӳтсе явнă çӗрте хутшăнчӗ.

Пуху вӑхӑтӗнче Çӗпрел ҫыннисем хӑйсен сӗнӗвӗсене, шухăшӗсене каларӗç. Пӗве хӗрринче чарӑну, пулӑ тытмалли вырӑн, территорие картасемпе çавăрса илесси, ҫулсене ҫутатасси, кӳлӗре фонтан, катамарансем ярасси, канассишӗн уйрăм вырăн тăвасси, çырма хӗрринче çуран çӳрекенсен зонине тӑвасси пек шухăшсем янăрарӗç. Мероприятире хутшӑнакансен сӗнӗвӗсем пӗр-пӗрне туллилентерчӗç тата пурне те шута илчӗç.

Реклама

Пуху хыҫҫӑн район ертӳçи, проект инженерӗсемпе пӗрле  тирпей-илем кӗртес  территорие пăхса тухма, планланă мӗнпур ӗçсене шута илме тата укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма «Приказ» çырми-пӗве патне çул тытрӗç.

Акă курăр-ха, пӗр вăхăт çапла «Приказ» çырми патӗнче ҫӳренӗ чухне, ун урлă каçасси вӑхӑтлӑх йывӑрлӑхсем пулнине, çав йывăрлăхсене кулкаласа аса илӗпӗр. Халӗ вара çак проект пурнăçланасса кӗтӗпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев