Реклама
Хыпарсем
Ппэ патăм
11-мӗш класа 109 вӗренекен пӗтерет, вӗсенчен 87шӗ ППЭ парать. «Ашшӗ-амăшӗн ППЭ памалли пӗрлехи кунӗ» акцире ашшӗ-амăшӗсем те çак сăнав урлă иртрӗç
Ашшӗ-амăшӗсемшӗн Пӗрлехи патшалăх экзаменӗ 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче иртрӗ. 11 класс пӗтерекен ачан амӑшӗ пулнă май, унта эпӗ те хутшӑнтӑм. Экзамена вырăс чӗлхипе çыртăмăр.
– Кӑҫал çак Пӗтӗм Раҫҫейри акци пиллӗкмӗш хут иртет. Акцие çутӗç тата наука системинче надзор енӗпе федераллă служба йӗркелет. Вӗренсе тухакансен экзаменӗ, уйрӑмах ППЭ, ҫирӗп пӗлӳ, психологи енчен хатӗр пулнине ыйтать. Ҫавӑнпа та çак мероприятийӗн тӗп тӗллевӗ – ашшӗ-амăшӗсене Пӗрлехи патшалӑх экзаменне панӑ процедурӑпа паллаштарасси. Экзамен урлă иртнӗ ашшӗ-амӑшӗшӗн ҫак туйӑмсене хӑйсем те пӗлсе, ачисене те канашӗсемпе, сăмахӗсемпе лăплантарма пулăшаççӗ, кăмăлӗсене çирӗплетме пултараççӗ, – тет районти çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов.
Акци Роспотребнадзор требованийӗсемпе килӗшӳллӗн, мӗнпур правилӑсемпе пурнӑҫланчӗ. Пире термометри урлă ирттерчӗç, пурте медицина маскисемпеччӗ, дистанци те сыхланчӗ. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне парассин вара хӑйӗн правилисем – вӗсем те пурнăçланчӗç. Ачасем пекех, уйрăм япаласене хывăнмалли-тăхăнмалли пӳлӗмре хăварса, металлодетектор урлă иртрӗмӗр.
Районти çутӗç уйрăмӗн методисчӗ Фания Низамова экзамен вăхăтӗнче контроле мӗнле илсе пыни, экзамен материалӗсене мӗнле пичетлени тата юлашкинчен мӗнле тишкерни, ӗçе кӗртни ҫинчен каласа пачӗ. Йӗркелӳҫӗсем документсене тӗрӗс тултармалли йӗркене ӑнлантарса пачӗҫ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тест заданийӗсене пурнӑҫлама тытӑнтăмăр. Пире ППЭ заданийӗсен кӗскетнӗ вариантне кăна сӗнетпӗр, терӗç. Ҫакна 40 минут хушшинче пурнăçлама май килчӗ. Тӗрӗссипе каласан, кӑштах хумхантарать, хăвна экзамен тытнӑ вăхăтри çулсене таврăннă пек туятăн.
– Манӑн хӗрӗм те кӑҫал 11-мӗш класс пӗтерет. Паллах, тест заданийӗсенче маншăн хăш-пӗр йывӑрлӑхсем пулчӗҫ. Шкултан вӗренсе тухнӑранпа нумай ҫулсем иртнӗ вӗт. Шухăшăмсене пуçтараймасăр лартăм кăштах. Ӗлкӗрейместӗп, тесе хӑрарӑм. Ачасем ППЭ мӗнле ирттерессине туйса паллашни пирӗншӗн, ашшӗ-амăшӗсемшӗн питӗ усӑллӑ пулчӗ, – терӗ экзамен парса тухсан Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчен килнӗ Гульназ Хафизова та.
Ҫӗнӗ Йӗлмелӗнчен Людмила Утеева вара, Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене парассипе тахҫанах паллашнӑ иккен. Кӑҫал унӑн виҫҫӗмӗш ачи – хӗрӗ вӑтам шкултан вӗренсе тухать.
Вăл та:
– Виҫҫӗмӗш хут Пӗрлехи патшалӑх экзаменне панă çӗрте хутшăнатăп. Кашнинчех хама шкул ачи пек туятăп, хумханатăп, – тет.
Хумхантарать, паллах. Анчах та эпӗ ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ турӑм: заданисем шкул ачи татса пама пултармалăх, ачасен тӑрӑшса вӗренмелле кӑна.
2021 ҫулта пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене памалли кунсем:
Тӗп тапхăр: майӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 2-мӗшӗччен, хушма вăхăт: июлӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен.
* Майӑн 31-мӗшӗнче – географи, литература тата хими;
* Июнӗн 3-4-мӗшӗсенче – вырӑс чӗлхи;
* Июнӗн 7-мӗшӗнче – профильлӗ математика;
* Июнӗн 11-мӗшӗнче – истори тата физика;
* Июнӗн 15-мӗшӗнче – обществоведени;
* Июнӗн 18-мӗшӗнче – биологи, ют ҫӗршыв чӗлхисем (ҫыру);
* Июнӗн 21-22-мӗшӗсенче – ют чӗлхесем (чӗлхепе).
* Июнӗн 24-25-мӗшӗсенче – информатика.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев