Поэзи кӗтесӗ
Алхасать тăман
Пит аван хӗвел пӑхатчӗ.
Тап-тасаччӗ горизонт.
Пӗлӗтсем таҫтан хӑпарчӗҫ.
Юр ҫӑвасшӑн ак вӑт-вӑт.
Кассӑн-кассӑн ҫил тапранчӗ.
Каш кашларӗҫ йывӑҫсем.
Хускалса тӑрук вӑранчӗ
Шурӑ сӑлпӑран хирте.
Шӑхӑрса алхапӑл ҫитрӗ,
Пырса кӗчӗ урама.
Хӳсе кайнӑ кӗртсем витӗр
Тытӑнчӗ вӑл ҫаврӑнма.
Касӑпа чупса тухать те,
Ярӑнать тӑвайккинчен.
Пӗр ҫӗклем юра йӑтать те
Пӗрхӗтет кантӑксенчен.
Ҫуркунне енне кайсассӑн
Алхасаҫҫӗ тӑмансем.
Савӑнса вӗсем юласшӑн
Ҫу кунӗсем ҫитиччен.
Николай Андреев, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев