Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Поэзи

Г. Алексеева, Тăваньел ялӗ.

Асатте таврăнман вăрçăран

Нумай пулать-çке вăрçă  чарăнни,

Кашни киле вăрçă йӗрсем   хăварнă.

Тен, ахалех пулать, эпир кӗтни...

Ман асатте те вăрçăра çухалнă.

 

Эпир пӗлместпӗр, ăçта эс выртан,

Ăçти палăк çинче-ши сан яту?

Хыпар кӗтетпӗр хуларан, ялтан...

Эс çукки  – пирӗншӗн çухату.

 

Сана кӗтсе ватăлчӗ асанне,

Çук, тӗл пулма пире пӳрмен Турри.

Çумӗнчех усратчӗ санăн  парнӳне,

Куççулӗ юхатчӗ куç тулли.

 

Ялан шухăшлатчӗ асатте çинчен,

Асаттерен вăл юлнă çамрăкла.

Сасси чӗвӗлтететчӗ мăнуксен,

Тен, киленетчӗ пуль вăл çавăнпа.

 

Халь асанне те çук пирӗн çумра,

Эп вӗсене час-часах аса илетӗп.

Çак пурнăçра эп, мирлӗ вăхăтра,

Вăрах чухне эп куççульпе йӗретӗп.

 

Эпир халь хамăр та асаннесем,

Сиен ан курччăр пирӗн ачасем...

Çапах та иртнисем аса килеç,

Нихçан хаяр вăрçи ан пултăр çеç.

 

 

Фронтри юлташăма

 

Эс кайрăн сыхламашкăн  çӗршыва,

Пирӗн çине тăшман юххи  кӗрсессӗн.

Нумай эс тӳсрӗн вутпала шыва,

Хăвна та шеллемерӗн,  çӗршывăмăр чӗнсессӗн.

 

Нумай йӗрсем хăварчӗç  тăшмансем,

Тустарчӗç ялсене, веçех   çунтарчӗç.

Вăрмансенче пытанчӗç тарса  хăтăлнисем,

Пӗр-пӗр отряд пулса,

салтаксемпе хутшăнчӗç.

 

Часах хал илчӗ совет салтакӗ,

Ирет тăшмана, тасалать ял-хула.

Салтакăмăр чӗртнӗ вӗри вут-кăвайчӗ,

Пулăшрӗ чакма тăшмана каялла.

 

Хускалчӗ тăшман, вăл чакать ялсем урлă,

Выртса вăл юлать, ялсенче, хулара.

Хӗсет те ваклать халь совет  салтакӗ,

Çитсе вăл килесшӗн чӗррӗн Берлина.

 

Тăшман салтакӗ текех чăтаймарӗ,

Кӗрсе вăл çухалчӗ таçта,  шăтăка...

Часах çӗр çинче мир салючӗ  кӗрлерӗ,

Пӗтӗм çын халь илтрӗ çак ырă сасса.

 

Мухтав та хисеп сана, Совет салтакӗ,

Тава эс тивӗçлӗ мӗнпур   тӗнчипе...

Пире сар хӗвелӗ илемлӗн çуçатӗ,

Эпир савăнатпăр эсир пуррипе.

 

 

Ан ватăлăр нихçан асаннесем

 

Иртни асрн тухмасть асаннесен,

Мăшăрӗсене ăсатнă кунӗсем.

Нумай юлчӗç вăрçă хирӗнче,

Çук, таврăнмарӗç-çке асаттесем.

 

Кайса пуç хучӗç пинӗ-пинӗпе,

Киле вӗт юлнă çамрăк пепкисем.

Кун-çӗрӗпе ӗçлерӗç уй-хирте,

Пирӗн ырми-канми асаннесем.

 

Унтанпа иртрӗç вăрах çулсем,

Ӳссе çын пулчӗç юлнă пепкесем.

Йывăррине тӳсмешкӗн ырă сун,

Кӗтеç халь вӗсене инçе çулсем.

 

Тек ун пекки ан пултăрччӗ  нихçан,

Ан ватăлччăр вăхăтсăр аннесем.

Ырă кунсем кӗтсе ачисемпе

Епле чăтса ирттернӗ-ши вӗсем.

 

 

Редакци почтинчен

Хур- кайăк парни

 

Пётр Мулеев

Кăнтăр енче аякра

Курăнать вĕçен-кайăк  карти.

Çекли евĕр хура пăнчăсем

Çывхараççĕ, курап вĕсене.

 

Астăватăп вĕсем кайнине

Кĕрхи тĕксĕм каçсенче.

Тен, пулнă йывăр вĕсене

Вĕçсе кайма кăнтăр енне.

 

Ултă уйăх ют çĕрте

Тунсăхланă тăван кĕтесе.

Çитĕнтернĕ  чĕпписене,

Халĕ вĕçеççĕ çав енне.

 

Сасă пачĕç ял çийĕн вĕçсе:

Çĕнĕ Йĕлмел хăй  вырăнĕнче.

Юнашар Кивĕ Йĕлмел,

Çĕнĕ Улхаш куç умĕнче.

 

Мĕнле пурăнатăр ялсем?

Хăратмарĕç-и, хĕлле    сивĕсем?

Чакмарĕç-и ялсенче    халăхсем?

Кĕтсе илĕр пире çынсем.

 

Юр кунсерен пырать чакса,

Шыв пуçтарăнать   кӳлĕсенче.

Унта кунта уйсенче

Куратăн симĕс курăкне.

 

Анăр кăштах, çулăр инçе,

Калăн, илтрĕç сăмахсене.

Малта вĕçекенĕ кӳлĕ   çинчен,

Ун хыççан вĕçрĕç теприсем.

 

Кӳлĕ выртать йăлтăртатса,

Хурсем  сăнарĕç таврана.

Турĕç ункăсем çаврăнса,

Çепĕççĕн анчĕç хумсем çине.

 

Тăратăп пăхса хĕпĕртесе,

Хурсем выляççĕ хумсемпе.

Шыв тумламĕ тĕкĕ çинче,

Йăпăрт ӳкет каялле.

 

Çĕкленчĕç хурсем кӳлĕрен,

Тав турĕç кӳлле çӳлтен.

Пĕр тĕкне пĕчĕк хумсем

Хăвса килчĕç, куç умĕнче.

 

Илтĕм çав шурă тĕкне,

Шăлтăм хуллен пӳрнесемпе.

Турĕç хурсем мана парне,

Кăшкăртăм, инкексĕр çул   сире!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев