Реклама
Хыпарсем
Паян та тӗслӗх пулса тăрать
Çӗпрел ҫыннисем Пионерсен юхăмне аса илчӗç
1922 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче пионерсен организацийӗ йӗркеленет. Ҫав тапхăрта пӗрремӗш хут «пионервожатӑй» термин та килсе кӗрет. В.И.Ленин ячӗллӗ Пӗтӗм Союзри пионерсен организацийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, район шайӗнче чаплӑ мероприяти иртрӗ.
Мероприятие хутшӑнакансем пионерсем чӑннипе те активлӑ ҫамрӑксен ҫӗршывӗ пулнине палӑртрӗҫ. Вӑл кашни шкултах кӗрлесе ӗҫленӗ, унӑн членӗсем аслӑ ӑрӑва, кӗҫӗннисене яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ, тирпей-илем кӗртес ӗҫе хутшӑннӑ, пӗр сӑмахпа каласан, шкул пурнӑҫне тӗрлӗ те интереслӗ тума тӑрӑшнӑ. Ку ҫапла пулнине пионерсен «Хатӗр пул! Яланах хатӗр!» лозунгӗ те хӑех чӗнсе тăрать.
Çак кунсенче пионерсен историйӗ ҫинчен нумай калаҫрӗҫ, унăн ӗçӗ-хӗлӗ шкулсенче мӗнле пыни ҫинчен тунсăхласа аса илчӗç, пӗр сӑмахпа каласан, пионерипе çыхăннă тӗлпулу хумхануллă самантсемпе тулчӗ.
Çавăн пек мероприятисенчен пӗринче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов та хутшӑнчӗ. Вăл пионерсен кӑвайчӗ умӗнче иртнӗ каҫсене аса илчӗ, «Хӗрлӗ парӑссем» юрра юрласа пачӗ. Пӗтӗм Союзри пионерсен организацине 100 ҫул тулнă ятпа юбилей медалӗсем пачӗ.
Айрат Залялова хăйне те ҫавăн пек медальпе парнелерӗç.
Медаль илекенсем хушшинче ачасен творчество çурчӗн педагогӗ Фарит Моратов та пурччӗ. Вăл, 1968 ҫулта «Артек» лагерьте вăл вăхăтри пионер, хальхи вăхăтра Тутарстан Республикин Президенчӗпе Рустам Миннихановпа пӗрле канни çинчен аса илчӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче унта хутшӑнакансем пурте пионерсен тӗп гимнне – «Взвейтесь кострами, синие ночи» текен, 1922 ҫулта ҫырнӑ юрра юрларӗҫ.
Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче нумай çул хушши пионервожатăйсем пулса ӗçленӗ Фиркать Халимов Çӗпрел районӗнче ҫамрӑксен юхӑмӗн инициаторӗсем Мухаметгали Хисамутдинов, Шарафулла Алиев, Василий Николаев, Зиганша Фахрутдинов, Николай Елифанов, Иван Аттин, Камария Ахметова, Елена Иванова тата ыт. те пулса тăраççӗ, тесе калаçрӗ. – Истори даннăйӗсенчен курăннă тӑрӑх, районта пӗрремӗш пионер Кивӗ Çӗпрел ялӗнче 1911 ҫулта ҫуралнӑ Зиганша Фахрутдинов пулнă. 7 класлă пӗлӳ илет, вӑл 1931 ҫулччен драма кружокне хастар хутшӑнать. Комсомол ретне, унтан КПСС членне кӗрет. Нумай çул «Тутарстан» колхозăн председателӗ пулса ӗҫлет, – терӗ Фиркать Халимов хӑйӗн сӑмахӗнче.
«Мероприятие хатӗрленӳ ӗçӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнченех пуҫланчӗ», – тесе пӗлтерчӗ кун çинчен Ҫӗнӗ Кахӑрлă ялӗнчен совет тапхӑрӗнче пионервожатӑй пулнă Мадина Замалтдинова.
Пӗр шухӑшлӑ – пионерсен юхӑмӗн ветеранӗсемпе пӗрле вӗсем хӑйсен портречӗсемпе асӑнмалӑх ялав тăвас идея килсе тухать, кирлӗ атрибутсене заказ параçҫӗ. «100 ҫулхи юбилей – вăл пирӗн ҫамрӑклӑх иртнӗ Пионерсен юхӑмӗн чаплă дати. Пионери хӗлхемӗсем пирӗн чӗрере нихҫан та сӳнмӗç», – терӗ вӑл.
Тӗлпулура, çаплах, Шăмăршăран килнӗ хăнасем, районти вӗренӳ пайӗнчен Алсу Тумакова, ачасен искусство шкулӗн ертӳҫин çумӗ Светлана Антипова тухса калаçрӗҫ – вӗсем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те туслӑ вӑхӑта аса илчӗҫ. «Мăйӗсене хӗрлӗ галстук çыхнă ачасем яланах ыттисемшӗн тӗслӗх пулчӗç. Пионерсен организацийӗ ачасене йӗркеллӗ, ӑслӑ пулма вӗрентрӗ, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен пуянлатрӗ, пиҫӗхтерчӗ тата ачасене сывлăхлă пулма воспитани пачӗ», – терӗç вӗсем.
Унтан мероприятие хутшӑнакансем Владимир Ильич Ленин палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ, районти таврапӗлӳ музейне экскурсие кайрӗç, унта Пионерсен организацине халалланă кӗтесе асăнмалăх ялавпа туллилентерчӗç.
Вӑтам шкулта вӗреннӗ çулсенче Юрий Гагарин ячӗллӗ пионерсен дружинин совечӗн председателӗ, «Артек» лагерьте, 1979 ҫулта ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче, «Кипарисная» дружина совечӗн председателӗ, хальхи вăхăтра районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов:
– Çав ҫулсенче «Пионер – пур ачашăн та тӗслӗх» текен лозунг пысăк мăнаçлăх пулчӗ. Пионерсен ҫӗршывӗ пире пурне те пӗрлештерчӗ, ӗмӗтсене çунатлантарчӗ.
Пионерсен ҫуллахи канӑвӗ вара – ачалӑхăн чи илемлӗ саманчӗ пек асра юлчӗ. Ҫак тапхӑрта пурӑннӑшӑн тата ҫак ҫула иртнипе эпир телейлӗ. Пионерсем хӑйсен шкулӗсене, ялне ҫеҫ мар, района, республикăна тата, ҫӗршыва та палăртрӗç. Паян республикӑра Пионерсен тӗслӗхӗ пулса Тутарстан Наследникӗсен Союзӗ ӗçлесе тӑрать. Ҫавӑн пекех вӑл ачасене ҫӗнӗ лайӑх идейӑсене, ырӑ ӗҫсене пурнăçлама хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев