Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Омикрон»   мӗнпе хăрушă?

Кам вакцина тунӑ тата унччен коронавируспа чирленисем ҫак çӗнӗ тӗрлӗ инфекцие ҫӑмӑл формӑпа ирттереççӗ

 

 Коронавирусăн çӗнӗ штамӗн «Омикрон»  хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен Теччӗ, Пӑва, Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенче «Роспотребнадзорӑн»  ТР территори управленийӗн  пуçлăхӗ  Олег Мазюкин каласа парать:

– «Омикронпа» чирлесен вăй пӗтни тата пуҫ ыратни пăшăрхантарать, шӑршӑ туйманни тата тутă пӗлме пăрахни пулмасть. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак ҫӗнӗ тӗсӗн паллисем шӑнса пӑсӑлнин симптомӗсем (ОРВИ) евӗрлӗ: ӳт температури 38 градус таран ӳсет, хӑш чухне ытларах та, мышцăсемпе сыпӑсем сураҫҫӗ, сăмса питӗрӗнет, сунас, пыр ыратать, апчухулаттарать, аппетит чакать. Тепӗр уйрӑмлӑх – «омикрон» лектернӗ ҫынран вирус ыттисене çав куннех куҫать, урӑхла каласан, инкубаци тапхӑрӗ 1-5 кун шутланать.

Кам вакцина тутарнӑ тата унччен коронавируспа чирленӗ, ҫавсем ҫав инфекцие ҫӑмӑллăнрах ирттернине палăртаççӗ. Анчах та вирусӑн ҫӗнӗ варианчӗ бронхӑсемпе ӳпкене хăвăрт хушăра сиенлетет, ҫынсем хушшинче хӑвӑрт сарӑлать – ҫак чир çавăнпа хӑрушӑ.  

Чиртен сыхланас    тесен мӗн тумалла?

Пур профилактика мерисене те пӑхӑнмалла, чир симптомӗсем палӑрсан хӑвӑртрах изоляциленмелле, медицина пулӑшӑвӗ ыйтмалла тата профилактика енӗпе панӑ мӗнпур сӗнӗве пурнӑҫламалла: маска тӑхӑнса ҫӳремелле, алӑсене ҫумалла, дистанцие тытмалла тата вакцинаци иртмелле. Коронавирусӑн ытти варианчӗсенчи пекех, вакцина тутарни – чи шанчӑклӑ меслет шутланать.

Вакцина тутараççӗ-и?

Районта вакцинацине тума юранă халӑхӑн 70 проценчӗ кӑна ҫак процедурӑна иртнӗ. Пӗрлӗхлӗ иммунитет  сийӗ тӑвас тесен районта пурӑнакан 14 000 ытла ҫынна вакцина тумаллаччӗ. Хальлӗхе çакă пурнӑҫланман –  тата 1200 ытла ҫынна вакцина тумалла. Ҫак мероприятие пӑхăнманнисенчен нумайӑшӗ 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем. Чирленӗ тата вилнисен хушшинче ҫак ҫул урлӑ каҫнӑ çынсем ытларах пулнӑ.

Паянхи куна тӗп район больницин вӑхӑтлӑх госпитальӗнче 7 ҫын сипленет, Хусана икӗ çынна ăсатнă. Январь уйăхӗнче ОРВИ симптомӗсемпе районти тӗп больницӑна 120 ытла ҫын килнӗ.

 

Ачасем чирлеҫҫӗ-и?

 

Карантина хупиччен ӗҫ пырса çитмен пулин те, районти шкулсенче вӗренекен ачасем чирлеме пуҫларӗҫ. Вӗсенче пуринче те малтан ОРВИ симптомӗсем палӑрать  иккен.

Тутарстана коронавирсран ача-пӑча вакцини те килсе ҫитрӗ. Шкулсенче прививка тӑвас текенсен шучӗ палӑрать. Анчах ашшӗ-амӑшӗ килӗшмесӗр ачана вакцина тӑваймӗҫ,   терӗҫ район пуҫлӑхӗн тунтикун иртекен канашлӑвӗнче.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев