Реклама
Хыпарсем
Октябрӗн 1-мӗшӗччен суйламалла
Социаллă тема
Патшалăх халӑха социаллӑ пулӑшу парассине, ҫав шутра ҫӑмӑллӑхлӑ рецептпа эмел препарачӗсемпе тивӗҫтерессине хӑйӗн тивӗçӗ тесе шутлать. Эмел-и е укҫа-и, тесе суйланӑ чухне, тӗрӗс шухӑшлас пулать, меллӗ вариант суйласа илме кăна пӗлмелле.
Сывӑ чухне, вӑрах чирсем ытлашши чӑрмантармаҫҫӗ пулсан, эмел кирлӗ пулни çинчен те манатпӑр çав. Ӑна укҫа-тенкӗ «тупӑшӗпе» улӑштарнине вырӑнлӑ тесе шутлатпӑр. Чирлесе ӳксен, чире часах ҫӗнтерме май ҫуккине, эмелсем кирлине туйса илсен, укҫа компенсацийӗ ҫеҫ ҫитменни паллӑ пулать. Анчах та, укҫа сиплемест.
Социаллӑ пулӑшу пуххине хирӗçленӗ тӗслӗхре, укҫа-тенкӗ компенсацийӗн виҫи 1 011,64 тенкӗ шутланать. Социаллă пакетран пӑрӑнакансем эмелсене хӑйсен кӗсйинчен тӳлеҫҫӗ.
Çак йывăр чирсенчен сиплев (онкологи чирӗсем, сахӑр диабечӗ, бронхиаллӑ астма, ревматоидлă полартрит) вуншар, е ҫӗршер пин тенкӗ тӑма пултарать. Социаллă пакет врач рецепчӗпе тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗҫтерет кӑна мар, хаклӑ операцисене тӳлевсӗр сиплеме те май парать.
Социаллӑ пулӑшу пуххине илме правӑна 2022 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен каялла тавӑрма пулать. Ҫакна тума Пенси фондне заявлени ҫырмалла. 2022 ҫулта тӳлевсӗр эмел илекенсен ҫакӑн пек заявленисем памалла мар.
Паян Тутарстанра федераллă ҫӑмӑллӑхсемпе усă куракан 316 787 çын пурӑнать, вӗсенчен 120 934шӗ социаллӑ пулӑшу пуххине суйланӑ. Ҫӗпрел районӗнче социаллӑ çăмăллăхсемпе усă куракан 2583 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 900шӗ укҫа-тенкӗ вырӑнне эмел илессине лайăх тесе шутланă. Ыттисем те кая юлман-ха, октябрӗн 1-мӗшӗччен вăхăт пур, сывлăхăршăн тăрăшăр, тесе калас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев