Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗнерхи почтăран «Хӑнана – хисеп, хуҫана – чыс»

Юрий Адъютантов

Иртнӗ эрнере П.В.Дементьев музейӗнче ачасене кирек мӗнле наци культурине те хисеплеме вӗрентес, тавракурăмне анлӑлатас тӗллевпе, Тутарстан Республикинчи тӑван чӗлхесемпе халӑх пӗрлӗхӗн çулталӑкӗн шайӗнче, чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсен наци тараватлӑхӗн йӑли-йӗркисем ҫинчен «Хӑнана – хисеп, хуҫана – чыс» ятлă музейри урок  иртрӗ.

Кашни наци халӑхӗн хӑнана кӗтсе илмелли йӑлисем тӗрлӗрен.

Сӑмахран, чӑвашсемпе вырăссем те килнӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, чӑвашсем хӑмларан вӗретнӗ кӑпӑклӑ сӑра астивтернӗ, сӗтел ҫине шăрттан, чăкăт, капăртма лартса хӑналанӑ.

Вырӑс ҫыннисем чей ӗҫме питӗ юратнӑ, тӗрлӗ варени те, пыл та, пылак çимӗçсем те вырнаҫтарса хунӑ.

Реклама

Тутарсем вара сӗтел ҫине  тӗхӗмлӗ чей, чак-чак, ҫӑка пылӗ, шерпет лартнӑ.

Иккӗмӗш пайĕнче вара тараватлӑх йӑли-йӗркисем ҫинчен ӑс-хакӑл вӑййинче тупӑшрӗҫ.

Мероприяти сӑмавар умӗнче пылак ҫимӗçсемпе, шушкӑпа, сахӑрпа тӗхӗмлӗ чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев