Реклама
Хыпарсем
Ӗнерхи почтăран
Ырӑ ертӳҫӗ
Лидия Васиярова, Пăрăнтăк станцийӗ
Ҫумӑрсем пулманни тата типӗ ҫанталӑк ял хуҫалӑхне начар витӗм кӳчӗ. Çакна та пăхмасăр, тухăç пур тата çулне пăхса юрать темелле. Ăна вырнаçтарнă çӗрте çулсеренех «Государев Амбар» предприяти те хăйӗн пайне тивӗçлӗ кӗртет, тырпула йышăнма хатӗр пулнине яланхи пекех «5»рен антармасть.
Коллективра вырӑс, тутар, чӑвашсем пӗр туслӑ ҫемье пек вăй хураççӗ. Мӗнпурӗ 260 ӗҫчен, унсӑр пуҫне тивӗҫлӗ канура пулнă аслă çулсенчисен шучӗ те пысӑк. Кирек мӗнле пулсан та, кашни ӗҫчен тата ватӑ ҫынсем ҫинчен те манмаҫҫӗ кунта.
Яланхи пекех, ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе мӗнпур пенсионерсене саламларӗҫ, 25-шер килограмм ҫӑнӑх пачӗç. Ҫулталăк хушшинче организаци ертӳçи Василь Салахов патне мӗнле кăна ыйтупа, проблемăпа кайсан та, пулăшу пама тăрăшать.
Çак ырăлăхӗсемшӗн хам ятран тата мӗнпур тивӗçлӗ канури ватăсенчен, тав сӑмахӗсем пӗлтерсе, ӑна телей, сывлăх, ӗçӗнче ăнăçу сунатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев