«Наркотиксӑр пурнӑҫ»
Июнӗн 25-мӗшӗнче, республикӑри наркотиксене хирĕҫ «Наркотиксӑр пурнӑҫ» акци шайĕнче, П.В. Дементьев музейĕнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри ачасем хутшӑннипе «Наркотики – путь в никуда!» темăпа калаҫу иртрĕ.
Калаҫу мелĕпе иртнĕ май, сиенлӗ йӑласем, сӑлтавсем тата наркотиксемпе усӑ курни мӗн патне илсе ҫитернине сӳтсе яврăмăр. «Ачасем мана чӗнеҫҫӗ...», «Килӗшменни» (сӗннӗ лару-тӑруран аргументсем тупасси) вӑйӑсене хутшӑнчĕҫ, тавҫӑруллӑх кӑтартрĕҫ.
Калаҫу электронлӑ хӑтлавпа, «Наркотиксен витӗмӗ ҫын сывлӑхӗшӗн» видеофильмпа ылмашӑнса пычĕ. Ачасен сывлӑхлӑ пулмалла, сывӑ пурнӑҫ йĕркине тытса пымалла, спортпа туслӑ пулмалла. Ҫамрӑксене наркотиксемпе иртӗхекен япаласене, сиенлӗ тесе ӗнентермелле. «Шурӑ вилĕмпе» минренĕ ҫын вӑтамран 5-7 ҫул ҫеҫ пурӑнни паллӑ.
Ҫаплах, «Наркотики – путь в никуда» тематика куравӗпе те паллашрĕҫ, ăна наркотиксене хирӗç кӗрешӳ кунне халалласа, кашни ҫулах июнӗн 26-мӗшӗнче ирттеретпӗр.
Ачасем калаçу вĕҫĕнче наркотиксен тĕлĕшĕнчен хатĕрленĕ «Наркотик тата ҫамрӑк ача» анонимлӑ анкета ыйтӑвĕсене хуравларĕҫ.
Юрий Адъютантов
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев