Налук тӳлемелли вăхăт декабрӗн 1-мӗшӗччен кăна
Кӗскен
«Налукна тӳле те, лӑпкӑ ҫывӑр!» – тет халӑх. Ҫакна декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пурнăçламалла.
Тутарстан Республикин 8 номерлӗ Федераллă налук службин районти аслă налук инспекторӗ Флера Ракипова каланӑ тӑрӑх, налук тӳлемелли çинчен хутсем октябрь уйӑхӗнчех килме пуҫларӗҫ. Енчен те налук управленийӗнчен ҫыру килмесен е налук тӳлемелли ҫинчен электронлӑ хыпар пулмасан, ҫакна налук инспекцине кайса уçăмламалла. Налук ҫинчен хыпар льготăсем пулнă чухне, е пулмасан налук сумми 100 тенкӗрен ытла чухне килмессе те пултарать. Налук документӗнчи сведенисем тӗрӗс мар пулсан, ун ҫинчен налук органне пӗлтермелле. Вӑхӑтӗнче тӳлемен налуксем ҫынна питӗ йывӑр лару-тӑрура хӑвараççӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ют ҫӗршыва кайма чарӗç, ҫавӑн пекех, тӳленмен налук парăм пулса тăрать, ун ҫумне хушса пенисем те шутланӗҫ.
Тутарстан халăхӗ 2019 ҫулшăн шутланнă 7,9 миллиард тенкӗ пурлăх налукӗн 4,2 миллиард тенкине тӳленӗ. Декабрӗн 1-мӗшӗччен налуксен тата 3,7 миллиард тенкине тӳлесе татмалла.
Пурлăх налукӗсен калăпăшӗн 4 миллиард та 400 миллион тенки – транспорт налукне, 2 миллиард та 300 миллион тенки – çурт-йӗр налукне, 1 миллиард та 200 миллион тенки – çӗр налукне тӳрӗ килет.
Налуксене тӳлемелли меслетсем:
«Физически лицосен налукӗсем» мобильлӗ приложени урлӑ
Раҫҫей Федераллă налук службин сайтӗнчи «Физически лицосен личный кабинечӗ»
Раҫҫей Федераллă налук службин сайтӗнче «Налуксемпе пошлинăсен тӳлевӗ» сервиспа усӑ курса Пӗрлехи патшалăх порталӗ урлӑ
Тӳлев терминалӗсем, банксем тата почта уйрӑмӗсем урлӑ.
Ыйтăвăрсем пулсан, налук службин пӗрлехи телефонӗ: 8-800-222-2-222. Çаплах, Çӗпрел çыннисем, районти налук службин инспекцине 2-28-52 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев