Налук тӳлекенсене тимлӗхе илме
Пӗрлехи контакт-центрăн телефонӗ: 8 800-222-22-22.
Раççей Федерацийӗн Федераллă налук службин Тутарстан Республикинчи 8-мӗш номерлӗ районсем хушшинчи управленийӗ 2012 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнчи 97-мӗш номерлӗ Федераллă законпа килӗшӳллӗн усӑ куракан хушма тупăшшăн пӗрлехи налук (ЕНДВ) системине 2021 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен усӑ курма чарăнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Кун ҫинчен пире налук инспекцийӗн районти уйрӑмӗн начальникӗ Флера Ракипова каласа пачӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, халиччен хушма тупӑшсем валли пӗрлехи налук тытӑмӗпе усӑ куракан организацисемпе уйрӑм предпринимательсем налук хывмалли ҫак режимсем ҫине куҫма пултараҫҫӗ:
– налук хывмалли анлăлатнӑ система çине;
– хӑйсен ӗҫ-хӗлне пурнӑҫланӑ чухне 15рен те ытла пулман ӗçченсене явӑҫтаракан уйрӑм предпринимательсем налук хывмалли патент системи çине;
– ӗçлекенсем пулман уйрӑм предпринимательсем професси тупӑшне налук хывмалли системи çине.
Организацисемпе уйрӑм предпринимательсем маларах аса илсе иртнӗ налук режимӗ çине куçнă тӗслӗхре те кӗртнӗ тупăшшăн пӗрлехи налук системи вăхăтӗнчи пекех налуксене (организацисен тупӑшӗшӗн налук (НДФЛ), хушма хакшăн налук, организацисене (физический лицосем) пурлӑхăн налук тӳлевӗсенчен хӑтараҫҫӗ.
Налук хывнин вăйра пулнă режимӗсем ҫинченхи даннăйсене Раççей Федераллă налук службин сайтӗнче: (www.nalog.ru) вырнаçтарнă.
Пӗрлехи контакт-центрăн телефонӗ: 8 800-222-22-22.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев