Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗнӗ закон вӑя кӗчӗ

2024 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа ашшӗ-амӑшӗсем ӗçе вăхăтран малтан тухнă вăхăтра ача пăхас енӗпе пособи илес правăна пӗр ҫулталӑк ҫурăччен ҫухатмӗҫ текен закон вăя кӗчӗ.

Ҫӗнӗ йӗрке, ҫав шутра, тулли мар ӗҫ кунӗ, килтен тата дистанциллӗ майпа ӗҫлекенсене те пырса тивет. Пособие, çавăн пекех, ача пăхас енӗпе паракан декрет отпускӗ вӑхӑтӗнче ытти ӗç паракансем патӗнче вăй хуракансемшӗн упраса хӑварӗҫ. 

«Вӑхӑтлӑх ӗҫлеме пултарайманнипе тата ачине пӑхса усрас енӗпе паракан пособисен максимальлӗ калăпăшӗ ӗçлекен ашшӗ-амӑшӗшӗн 1,5 ҫулччен ашшӗ-амӑшӗн вӑтам ӗҫ укҫин 40 проценчӗпе, кашни уйӑхра чи пӗчӗк тӳлев 8,5 пин тенкӗпе танлашать. Кӑҫалхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тӳлевсене индексацилеҫҫӗ», — тесе пӗлтерчӗ Тутарстанри Социаллӑ фонд уйрӑмӗн ертӳҫи Эдуард Вафин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев