Ҫӗнӗ правилӑсем
Программăсем. Проектсем
Раҫҫейре бруцеллез енӗпе ветеринарин çӗнӗ правилисене ҫирӗплетнӗ. Вӑл хăçан вӑя кӗресси тата ҫак правилӑсем мӗне пырса тивесси ҫинчен ТР енӗпе «Россельхознадзор» управленийӗн РФ патшалӑх чиккипе транспорт чиккисенче чикӗри ветеринари контролӗн тата транспорт уйрăмӗн патшалăх инспекторӗ Айвар Давлетшин ӑнлантарса парать.
- Бруцеллез – Brucella бактери кăларса тăратакан инфекци чирӗ. Ҫак инфекци, ытларах выльăхсене, уйрӑмах мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене, сурӑхсемпе качакасене сиенлет. Бруцеллез çынсене вара чирлӗ чӗрчунсемпе контакт вӑхӑтӗнче е чирлӗ выльăхсенчен илнӗ сӗт е аш продукчӗсем урлӑ куçать.
Ял хуçалăх министерствин çӗнӗ правилисене палӑртакан приказӗ 2021 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ветеринарин çӗнӗ правилисене бруцеллез енӗпе регионсене шута илсе палӑртнӑ. Ҫак чире профилактикăлассишӗн патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем, бруцеллез енӗпе хӑрушсӑр статуслӑ хуҫалӑхсемсӗр пуҫне, шултра тата вак мăйракаллă выльăхсене вакцина тума тивӗçлӗ. Вакцинациленӗ тата вакцинацилемен выльăхсене пӗрле тытма ирӗк памаççӗ.
Ҫак правилӑсемпе бруцеллеза хирӗç планлă лаборатори тишкерӗвӗсем ирттерессине шута илеççӗ. Сӑмахран, шултра мӑйракаллӑ выльӑхсене ҫулталӑка пӗр хутчен тишкермелле. Бруцеллез енӗпе тăнăç мар регионсенче ӗнесемпе тынасене ҫулталӑкра икӗ хутчен.
Хуҫалӑхра бруцеллез палăрнă вăхăтра шултра мӑйракаллӑ выльӑхсен шутне чакарма икӗ тӗслӗхре ирӗк параççӗ:
– енчен чир çăлкуçне икӗ ҫул хушшинче пӗтереймесен;
– енчен те ку чир тăнăç вырăнсенчи чикӗри хуҫалӑхра килсе тухнă пулсан.
Ытти тӗслӗхсенче чирлӗ выльăхсене пусмалла, сывӑ выльăхсене вакцинацилемелле пулать.
Правило пулнă май, чирлӗ выльăхсемпе ӗҫлеме пичӗ, е аллисем çинче суран, чӗртернӗ вырăнсем пулнă ӗҫлекенсене кӗртмелле мар. Мӗншӗн тесен çын та чире инфекциленнӗ чӗрчунсемпе контактра пулнӑ чухне, е чирлӗ выльăхсен сӗтне вӗретмесӗр усӑ курсан, чире ертме пултарать.
Выльăхсене палламан çынсенчен, санкцилемен суту-илӳ вырăнӗсенчен, выльăхсем сывă пулнине çирӗплетекен ветеринари докуменчӗсем пулмасан ан туянăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев