Реклама
Хыпарсем
Ҫӗнӗ пособисем
Июль уйӑхӗнчен пуҫласа ачисем пулнă çемьесем тата ача кӗтекен хӗрарӑмсем ҫӗнӗ тӳлевсем илме пуçлаççӗ
Тӳлевсене тăвас идейăна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци Пухӑвне янă Çырăвӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла вара, халӗ пӗр хутчен парăнакан тӳлевсем вырӑнне ача кӗтекен хӗрарӑмсем уйӑхлăх пособи илӗҫ.
Çӗнӗ пособие август уйӑхӗнче кӑна илме пулать.
Çӗнӗ тӳлевсене камсем илме пултараççӗ-ха?
Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасене пӗччен çитӗнтерекен ашшӗ-амăшӗсене çӗнӗ пулӑшу майӗсем пăхăннӑ. Ăна илессишӗн çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне регионти палăртнă пурăнмалли чи пӗчӗк виçерен пысăк пулмалла мар, тӳлев палӑртнӑ чухне ҫемьен пурлӑх шайне те пăхса хаклӗç. Укҫана ашшӗ е амăшӗ, вӑл пулмасан ачан законлӑ представителӗ илме пултарать. Пособи палăртассин темиҫе условийӗ пур. Ҫак ача хăр тӑлӑх е хальхи вӑхӑтра ăна ашшӗ е амӑшӗ пӗччен çитӗнтерет. Ашшӗ е амăшӗ пӗччен кăна çитӗнтерет тени ача ҫуралнине çирӗплетекен свидетельствӑра ашшӗн ятне ҫырса хуманнине пӗлтерет е амăшӗ каланă тăрăх кăна çырнă тӗслӗхсене шута илеççӗ. Суд решенийӗпе алимент палӑртнӑ, анчах ҫемье мӗнле-тӗр сӑлтава пула ăна илмен, вӗсене пулӑшу кирлӗ тесе йышăнсан, ҫавӑн пекех алимент илнӗ хыҫҫӑн та пулăшу кирлӗ пулнă çемьесем те ачашăн ҫав пособие илме пултараҫҫӗ. Ачашăн 8 ҫул тултарнă кунран ҫӗнӗ пособи илме пулать. Анчах заявление 8 ҫул тултарнă хыççăнах 6 уйӑх иртсен панӑ пулсан, ăна заявлени çырнă кунран пуҫласа кӑна тӳлеҫҫӗ.
Ача кӗтекен хӗрарӑмсем валли те ҫӗнӗ пособисем пăхăннă. Ҫакăншăн пулас амӑшӗн йывӑр ҫын пулнин срокӗ – 6 эрне тата унран та ытларах пулмалла, унăн 12 эрнеччен йывăр çын пулнине çирӗплетес енӗпе медицина организацине учета тăмалла. Çӗнӗ пособи хӗрарӑм ачине ҫуратичченех тӳленет. Тата çакă та пур: ача кӗтекен хӗрарăм 10-14, 18-22, 30-32 эрнелӗх йывӑр ҫын пулнине ҫирӗплетсе тăма тивӗçлӗ.
Унсӑр пуҫне, август уйӑхӗнче республикӑра 6-18 çулхи инвалид ачана пăхакан ҫемьесене те пӗр хутчен 10 000 тенкӗ пособи тӳленет. Ăна илессишӗн заявленисене июлӗн 15-мӗшӗнчен йышăнма пуçлаççӗ.
Пособи илессишӗн мӗн тумалла?
Пособи илес текенсен заявлени ҫырмалла пулать. Заявление патшалăх услугисен порталӗ урлă электрон мелӗпе яма, е пурăнмалли вырăн енӗпе Пенси фондне кайса çырса пама пулать.
Патшалăх услугисен порталӗ урлӑ заявлени пама йывӑр мар. Ҫакăншăн малтан www.gosuslugi.ru адреспа портала уçса, унти уйрăм кабинет урлӑ «Раҫҫей Пенси фончӗн ӗҫӗсем» уйрăмне тупатпӑр. Ҫавăнти «Социаллӑ тӳлевсем» текен кнопка ҫине пусса, хамăра тивӗçлӗ пособи тӗсне тупса, çавăнта кăтартнă заявление тултаратпăр. Заявление тултарнă чухне унта паспорт, полис, мӑшӑрланни/уйрӑлни, ҫурални çинчен свидетельство пек документсене, банкри шут-хисеп счетне тӗрӗс палӑртмалла. Çаксем пулмасан заявление йышӑнмӗҫ. Патшалăх услугисен порталӗ урлă заявление тултарнă чухне, пособишӗн пӗр заявлени çырни ҫитет. Ăна Пенси фондне кайса ҫырнă тӗслӗхре документсен копийӗсем те кирлӗ пулаҫҫӗ.
Заявление 10 кун хушшинче пӑхса тухӗҫ. Заявление электронлӑ формӑпа çырнă çынсене пособи парассипе памасси ҫинчен хыпар патшалăх услугисен порталӗнчи уйрăм страницӑна килеççӗ. Пенси фондне кайса заявлени ҫыракансене вара, пособи тӳленме тивӗçлӗ пулнă вăхăтра, заявленире кӑтартнӑ шут-хисеп счечӗ ҫине куҫарӗҫ. Пособи тӳленмен чухне, Пенси фончӗ çакăн сӑлтавӗсене ӑнлантарса, заявлени çыракана хут ярса парӗ.
Çакна та каласа хăварас килет, пособие куҫарассишӗн шут-хисеп счетне заявлени параканăн ячӗпе уҫмалла. Ытти социаллӑ тӳлевсем пекех, ҫӗннисене те «Мир» карточки ҫине кӑна куçараҫҫӗ.
Пособие камсем илеймӗç?
Пособие илессишӗн çемьен уйăхри вăтам тупăшӗ республикӑри пурӑнмалли минимумран, тӗрӗсрех каласан, 9955 тенкӗрен иртмелле мар. Заявление тӗрӗс тултарман, документсем пӗтӗмпех пулмасан, информацие вӑхӑтра кӗртмен тӗслӗхре те пособие памаҫҫӗ. Ҫын пособи илме право пуррипе ҫуккине уçăмланă чухне, унӑн уйрăм пурлӑхӗ те шута илӗнет. Ҫав хушӑрах халӑхӑн уйрӑм харпӑрлӑхри хваттерӗ пӗр çынна – 24 тӑваткал метртан, уйрăм çуртсенче 40 тӑваткал метртан ытла пурăнмалли лаптăкӗ тӳрӗ килме тивӗçлӗ мар. 2022 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пособие шутланă чухне заявлени паракан ячӗпе регистрациленӗ машинăна, пӗчӗк карапсене те шута илме пуçлӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев