Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мусульмансен Рамазан уйăхӗ пырать

Тӗн тата çын

 

Апрелӗн 10-11-мӗшӗсенче Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Мензагит мечетӗнче ифтар уявӗсем иртрӗҫ. Унта Кивӗ тата Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсенче пурӑнакан 200 яхӑн мусульман çынни хутшӑнчӗ.

Ҫӗнӗ Ҫӗпрелӗн Мензагит мечетӗнче район администрацийӗн ертӳçисене чӗнсе, районти мусульмансемшӗн ифтар ирттермелли традици йӗркелерӗç.

Ифтар – типӗ тытакан мусульмансем валли каҫхи апат.

Ифтарта Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Ильмир Измайлов, Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов хутшӑнчӗç.

Ильмир Измайлов мусульмансене Рамазан уйăхӗпе саламларӗ. Вӑл палăртса иртнӗ тăрăх, Рамазан уйӑхӗ чун-чӗрене тасатмалли, хӑвăн вӑй-хална тата пулнă майсене тӗрӗслемелли вӑхӑт пулса тăрать.

Ҫӗпрел районӗн муфтийӗ Данир хазрат Шарафутдинов та ырӑ сăмахсем каларӗ. Вӑл Рамазан ятлӑ таса уйӑхӑн пахалӑхӗсем ҫинчен, типӗ тытассин уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ.

Рамазан уйăхӗ – сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлма тата лайӑхрах пулмашкăн питӗ лайӑх мел. Рамазан уйӑхӗ ҫылӑхсенчен уйăрса тăракан лайӑх пахалӑх пулса тӑтӑр, сире канлӗх, тăнăçлăх тата чун-чӗре тăнăçлăхӗ патӑр! – тесе чӗнсе каларӗ тӗне ӗненекенсене Данир хазрат Шарафутдинов.

Коран вуланă хыççăн ифтар хӑнисем районта та, пӗтӗм ҫӗршывра та ырӑлӑх, хӗрхенӳлӗх тата тӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтурӗç. Коллектив кӗлӗ (намаз)  хыҫҫӑн, апатланмалли пӳлӗмре, хӑнасемпе мечӗте çӳрекен ҫынсем тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сăйланчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев