Мунча çунма пуçланă
Ӗç эрнин пӗрремӗш кунӗнчех район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушара хирӗç тăрас енӗпе ӗçлекен комиссийӗн ларӑвӗ пулчӗ.
Унта ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, яваплӑ структура представителӗсем тата организацисемпе предприятисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш эрнинче район территорийӗнче икӗ пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Чукал ялӗнчи пӗр ҫуртăн мунчине вут хыпнă. Юрать-ха мунча çуртран тата сарайсенчен инçерех, уйрăм ларакан сооружени пулнă. Пушар нумай сиен кӳмен тата ăна хăвăрт хушăра сӳнтернӗ.
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче килсе тухнă пушара вара пушар сӳнтерекенсем «кӑткӑсрах» тесе хакланă. Мӗншӗн тесен вут-çулăм пысӑк территорие çавăрса илнӗ тата кил хуҫи те сарайра хӑвӑрт тивсе каякан япаласем сыхланă. Ҫакна та пăхмасăр, пушар сӳнтерекенсен тăрăшуллăхӗпе, вута çурт çине куҫма паман.
Хисеплӗ район ҫыннисем! Пушар ан тухтăр тесен кӑмакана, газа, электричествăпа ӑшӑтмалли приборсене яланах сӑнаса тӑрăр. Тимсӗрлӗх ӗмӗрӗре тата ҫывӑх ҫыннӑрсене сиен ан кӳтӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев