Мучелей вулавӗсем: мастер-классем, наци тумӗ тата ыттисем
2008 ҫултанпа Мучелей ялӗнче тӗн пухӑвӗ — «Мучелей вулавӗсем» ирттереççӗ
Ялсенчи ăс-хакӑлпа культура еткерне, тӗне тата йӑла-йӗркесене упраса, аталантарса пыма халалланă мероприяти пулнă май çак пухӑвăн содержанийӗ те, масштабӗ те ҫулсеренех анлӑланса пырать. Кӑҫал тӗн пухӑвне августӑн 19-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Эпир çавна май, унăн хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен унăн йӗркелӳçи Ильмир Измайловран ыйтса пӗлес терӗмӗр.
— Ильмир Расихович, «Мучелей вулавӗсем» кӑҫал мӗнле ҫӗнӗлӗхӗсемпе асра юлӗç, программӑпа паллаштарсамăрччӗ.
— «Мучелей вулавӗсем» — тӗн пухӑвӗ кӑҫал «Наци йăли, традицийӗсен пуласлӑхӗ ачасен тата мӑнуксен аллинче» темӑпа иртӗ. Мероприятие кӑҫал та республикӑпа кӳршӗ регионсенчен: Ульяновск, Чӑваш Ен, Мордови, Пенза, Самара, Чулхула облаҫӗсенчи паллӑ тӗн деятелӗсене, ученӑйсене, общество деятелӗсене, артистсене чӗнчӗç. Мероприятире Тутарстанăн Тӗп кадийӗн Джалиль хазрат Фазлыевăн, Махмут хазрат Шарафутдиновăн, Рустам хазрат Валиуллинăн проповечӗсемпе вӗрентсе каланисем янӑрӗç. Пухӑва паллӑ журналист Ильдар Киямов ертсе пырӗ.
2023 ҫула, паллӑ ӗнтӗ, Тутарстанра наци культурисен тата йӑли-йӗркисен çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. «Мучелей вулавӗсем» («Мунчали укулары») тӗн пухӑвне те ҫак шайра, ӑна ӑс-хакӑл, наципе культура, тӗн мероприятийӗ пулнă май туллилентерсе ирттерме шутлатпăр. Пӗтӗмлетсе каласан, лаптăкра наципе тӗн атмосфери хуҫаланӗ тесе шанатпăр. Уява килекенсене те наци тумӗсемпе пулӗç, тетпӗр.
Паллă тутар ученӑйӗ Шигабутдин Марджани: «Тӗнре виҫӗ япала ҫук, анчах тӗне упраҫҫӗ», — тесе каланă. Кусем — наци чӗлхи, наци тумтирӗ тата наци традицийӗсем. Эпир çак каларăша шута илсе, кӑҫал наци костюмӗсене, йӑлисене, вӗсене упраса хӑварассине тата пулас ӑрусене парассине ытларах тимлӗпӗр. Мероприяти ирхине 9.00 сехетре, пысăк масштаблӑ куравпа пуҫланса кайӗ. Куравра тутар-мишер халӑхӗн наци тумӗсене, илемлетмелли япалисене, ҫемье реликвийӗсене, халӑх вăйă инструменчӗсене, харпӑр хӑй архивӗн экспоначӗсене курма май пулӗ.
Ятарлӑ палаткӑсенче тамбурлă тӗрӗ, четкӑсем, наци орнаменчӗсемпе алă ӗçӗсем тăвас, вокал, наци инструменчӗсемпе выляс енӗпе, дизайн проектсем тӑвас, йӑх историйӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырас енӗпе мастерскойсем ӗçлӗҫ. Мастер-классене Хусан хулинчен килнӗ специалистсем, искусство ӑстисем сӗнӗç
Литературӑна юра-такансемшӗн паллӑ тутар писателӗсен хушшинче чи популярлă пулнă авторпа Зифа Кадыровапа тӗлпулу та пулӗ. Авторăн кӗнекисен суту-илӳ -куравне йӗркелӗç.
«Ăс-хакăл кӗвви» проектпа Тутарстанăн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Марсель Вагизов тата Марат Галимов пурнӑҫланипе тӗн юррисем янӑрӗҫ.
Пирӗн уявӑн хаклӑ хӑнисем, паллах, ачасем пулаҫҫӗ. Вӗсемшӗн интереслӗ вӑйӑсем, парнесем, кăмăллă мероприятийӗсем йӗркеленӗҫ.
Кӑнтӑрла иртсен «Çемье йăх-несӗлӗ» уявне иттерессине йӗркелӗç. Мероприятире Тутарстанăн тава тивӗçлӗ деятелӗ Назип Наккаш хăй тунă йăх-несӗлсен тымарне сӗнӗ. Уяв «Риваять» этно-ушкăн сцена çине тухса юрланипе çыхăнса пырӗ.
Каҫхине вара хӑнасем валли Тутарстанăн тава тивӗҫлӗ халӑх артисчӗсем Резида Шарафиева, Равиль Галеев тата вӗсен пултарулӑх тусӗсем хутшӑннипе йӑлана кӗнӗ пысӑк концерт пулӗ.
Палӑртса хӑвармалла, мероприяти Мучелей ялӗнче иртет пулин те, ӑна çавăнта пурăнакан ял халăхӗшӗн кăна йӗркелемеççӗ. Вăл — районта пурӑнакансене, ентешсене, кӳршӗри регионсенче пурӑнакан ентешсене пухмалли, тӗл пулмалли, курса калаçмалли вырӑн. Ҫавӑнпа та пухăва районти çынсене те, ун тулашӗнче пурӑнакан ентешсене пурне те чӗнетпӗр, ырă сунса кӗтетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев