Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мучелей ялӗнче пурăнакан Халитовсем бриллиант туйне паллӑ турӗç

Килӗштерсе пурăннине мӗн ҫитӗ?!

Ватлӑх вӑл — савӑнӑҫ мар, теҫҫӗ. Халитовсене пăхсан вара, пӗртте ун пек калаймӑн. Нумай ҫул хушши мăшăр килӗштерсе, пурнӑҫ опычӗ пухса, тӗслӗхлӗ çемье пулса пурăнать.
Василь пиччепе Назия аппана 60 ҫул хушшинче, савӑнӑҫне те, хурлӑхне те нумай курма тивнӗ. 

...Пӗр-пӗрин шӑписене ҫыхӑнтаракан кун — мартăн 30-мӗшӗ. Тепӗр тесен, кунӗ нимне те пӗлтермест. Ҫак пурнӑҫа илемлӗн, тивӗҫлӗн пурӑнса ирттерме пӗлмелле! Вӗсен иккӗшӗн те ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр ҫулсене тӳрӗ килнӗ. Назия аппа, 5 ҫулта чухне, вӑрҫӑран таврӑннӑ ашшӗне пӗрремӗш хут курать. Василь пичче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳсет, хӑйӗн хыççăнхи пӗртӑванӗсене — йӑмӑкӗсемпе шăллӗсене пӑхса ӳстерет, вӗсене аслă пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшать. 

Кун-çул сукмакĕ вĕсен яланах яп-яка пулман, паллах. Пурнăç тăвас тесе йывăр ӗç ĕçлеме тивнĕ, чăрмавĕсем те пĕрре мар такăнтарнă. Апла пулин те яланах пĕри теприншĕн тĕрев пулни пулăшса пынă малашлăха çирĕп утма.

Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кашни ӗҫрех вӗсем илем та канлӗх тупса, пурнӑҫ хакне пӗлсе пурăнаççӗ. Пӗтӗм пурнӑҫне тӑван колхозне халаллаççӗ. Василь пичче тӗрлӗ ӗçре пуçланă ӗç çулне, бригадира ҫити çӗкленнӗ, колхоз утарӗшӗн те яваплӑ пунă.
Назия аппа нумай ҫул страховани сферинче ӗҫлет.

Иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем, Хисеп грамотисемпе Тав çырăвӗсене тивӗçнӗ.

Вӗсем пилӗк ачине пурнăç парнеленӗ, паянхи кунчченех кил-çуртри ӗçсемпе тăрмашаççӗ. Çу каҫипех пахчи вӗсен пахчаҫимӗҫпе, улма-ҫырлапа тулли. Кил-çурчӗ инçетрен илемлӗн, хӑй патне йыхравласа ларать, вӗсен патӗнчен нихҫан та ҫын татăлмасть. Килнӗ çынна чей ӗҫтермесӗр те кӑлармаҫҫӗ — ку çуртра çавăн пек йӑла. 

— Тӑвансемшӗн эпир — тӗп никӗс пекех, Василӗн тӑванӗсем те час-часах килсе çӳреççӗ, хамӑн енчен те килсех тăраççӗ, — тет Назия аппа.

— Ҫемье хаклӑхӗсем ан ҫухалччӑр тесен, пӗр-пӗрне итлесе, ҫул парса пурăнма пӗлмелле. Йывӑрлӑхсене пӗрле тӳссе ирттернӗ чухне ҫеҫ пӗр-пӗрин хакне ӑнланатӑн. Пурнӑҫ кӑткӑс. Чӑтӑмлӑ, сапăр пулма вӗрентет, пурăнма пӗлсен кăна — пурнӑҫ илемлӗ, — теҫҫӗ Халитовсем.

Пирӗн хушӑра Халитовсем пек мӑшӑрсем пурри савӑнтарать, вӗсем юратса, сапăр пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене паян телейлӗ пулма та нумай кирлӗ мар. 60 ҫул каялла чӗртсе янӑ çемье вучахне сӳнтермесӗр, ачисемпе мӑнукӗсен чун ӑшшине туйса пурăнни те ҫитет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев