Мӗнпур тӗрлӗ анализсем – кунта!
Район центрӗнче «Якупов Ш.Д. ячӗллӗ «Тюльпан-Мед» медицина центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ
Çак центрта мӗнле ӗçсем пурнăçлани тата халӑха вăл хăш енчен усӑллă пулни ҫинчен эпир «Тюльпан-Мед» центра районта йӗркелесе ярассишӗн çӳренӗ, легендарлă врачсен йăхӗнчен пулнă Марат Шаукатович Якуповпа калаҫрӑмӑр.
– Марат Шаукатович, ҫак центра районта тӑвас идея хӑҫан тата мӗнле çуралчӗ?
– Чи малтан, эпӗ врач ачи, мăнукӗ пулнă май, ытларах вăхăтăма атте çумӗнче, больницӑра ирттернине, унӑн ӗҫӗ куç умӗнче пулса иртнине калассăм килет. Атте те те мана тухтӑр профессине суйласа илме сӗннӗччӗ. Хӑй ҫамрӑклах вилсе кайрӗ. Аттен эпӗ тухтӑр пулнине курас ӗмӗтне тата ӑна хисеплесе, юратса унăн ятне ӗмӗрлештерес шухăш мана яланах канăç памарӗ.
Пурӑнакан вырӑнăм Хусан хули пулсан та, çуралса ӳснӗ çӗрӗм Ҫӗпрел районӗ вӗт манăн. Кунти халăхăн пурнăçне, ансат кăна анализсемшӗн те Патăрьел, Шӑмӑршӑ районне çӳренине илтсе-курса тăратăп. Акă çаксенчен пурне те, халăха хӑтлӑх тӑвас шухӑшран çуралчӗ çак идея. Ҫул-йӗрсене шырама пуҫларӑм, инвесторсем тупрӑм. Тата акă Турă пулăшнипе, центр пӗрремӗш пациентсене йышӑнма та пуҫларӗ.
– Центрта мӗнле пулӑшусем кăтартаҫҫӗ?
– Кунта 1900рен ытла тӗрлӗ анализ тума биоматериал пама пулать. Биоматериал тенӗрен юн, шӑк тата ыттисене те шута илес пулать. Центр «Ситилаб» - клиника лабораторийӗсен сечӗпе ӗҫлет. Илнӗ биоматериалсене та эпир Хусана, клиника лабораторине яратпӑр.
– Марат Шаукатович, кашни çын пӗлет, «Вич», «Спид» анализсен результачӗсене икӗ эрне кӗтмелле...
– «Тюльпан-Мед»ра апла мар. Ирхине выҫӑлла килсе юн анализӗ патăн, вăл ӗнтӗ каҫа хатӗр пулать. Кӑткӑсрах анализсене вара икӗ-виҫӗ кун хушшинче хатӗрлеççӗ.
– Хатӗр анализсене мӗнле илмелле-ха?
– Çакă та меллӗ. Анализ паракан телефон номерне, унпа мӗнле ҫыхӑнăва кӗме пулнине каласа, ăнлантарса хăварать. Халӗ интернет самани вӗт. Анализсене телефон çине, электронлӑ почтӑна та яраҫҫӗ. Ун пек майсем пулмасан хут ҫине пичетлесе çыннăн килне леçсе пама та пăхăннă.Апла кăна та мар, «Тюльпан-Мед» центрта килсене кайса ӗçлӗ пулăшу кăтартассине те йӗркеленӗ.
– Паллах, çаксем пурте тӳлевлӗ...
– Анчах хакӗсем «çыртмаллах» мар. Юн анализӗ, сӑмахран, гемоглобин, холестерин шайне те кӗртсе, 200 тенкӗрен кăшт кăна ытларах. Эрнекунсенче льготăсем пур. Тата, калас пулать, кунта пӗтӗм ӗҫ медицинӑри ҫӗнӗ технологисемпе никӗсленсе пурнăçланать. Урăхла каласан Хусанти малта пыракан поликлиникăсенче анализсем мӗнле илӗнсен, кунта та оборудованисем те, инструментсем те ҫавӑн пекех.
– Халӑхшӑн питӗ меллӗ ӗнтӗ çакă. Черетре те тăрасси ҫук, тенӗ пек ...
– Ҫапла, хамăрăн халăха Хусана, Ульяновскине, Патăрьелне, Шăмăрша кайса анализсем пама каяс умӗн Кивӗ Çӗпрелӗнчи Техническая урамӗнче вырнаçнă (ӗлӗкхи «Татавтодор» çул-йӗр управленийӗн зданийӗ) «Якупов Ш.Д. ячӗллӗ «Тюльпан-Мед» медицина центрне кӗрсе тухăр, тесе калассăм килет. Шантарса калама пултаратăп, сире кирлӗ анализа кунта та хатӗрлесе пама пултараççӗ.
Медицина центрӗн телефон номерӗ: 8 9297288303.
Иршат Юсупов, Кивӗ Çӗпрел ялӗ:
– Çак центр районта питӗ кирлӗччӗ. Уçăласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗмӗр. Ҫын чирлемесӗр тăмасть. Сӑмахран, эпӗ хам та час-часах Хусанти больницăсене кайса çӳретӗп. Кунта килсе анализ патӑм. Результатсене интернет урлӑ сиплекене врач патне яма пултаратӑп. Вăл çак анализсене пăхса мӗн кирлине палӑртать. Питӗ меллӗ. Хӑвӑн сывлӑху ҫинчен пӗлсе тăратăн. Тавтапуç, çак центра уҫакансене.
Вăхăтӗнче хам та районти больницӑна, поликлиника юсанă çын. Унта та кайма пултаратӑп, паллах. Ҫак, уйрӑм тата хальхи саманари медицина центрӗнче, мӗн каласан та, пулăшу кăтартасси урăхла – мана питӗ килӗшет.
Галия Насыбуллина:
– Эпӗ иккӗмӗш хут анализ паратăп ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗнче те питӗ хӑвӑрт туса панăччӗ. Кашни ҫынпа тимлӗ пулса, ыраттармасӑр, хӑрама памасӑр илеҫҫӗ анализ валли юна. Питӗ лайăх.
Лицензия. ЛО-16-01-008600 07.07.2021.
На правах рекламы

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев