Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Мӗнле профессире робот çынна улăштарӗ?

Пуласлӑх ҫитрӗ, часах çын ӗçсӗр юлма та пултарӗ

Ҫын-и е робот?

Роботсем шухӑшласа кӑларни ҫинчен калакан хыпарсем халӗ никама та тӗлӗнтермеҫҫӗ, пачах урӑхла, ҫынсем шухӑшлама пуҫларӗç те ӗнтӗ: мӗнле профессисенче ҫынсене роботсем  улӑштараҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ. Мӗншӗн тесен эпир çаврăнса пăхма та ӗлкӗрейместпӗр, ӗнерхи  ҫӗнӗлӗх паян вара кивӗлӗх пулса тăрать.

Интернетра час-часах : «Роботсем – пуласлӑх ҫыннисем» евӗрлӗ заголовоксем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ. Ку реальность пирки миф теме юрамасть ӗнтӗ. Кашни ҫулах ҫынсен-машинӑсен куравӗсем, кӑтартӑвӗсем тата фестивалӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсем вара тӗлӗнтерме пӑрахмаҫҫӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен механизмӗсем, çын евӗрлӗ кӑткӑс, ӑслӑ тата тӗп-тӗрӗс пулса тӑраҫҫӗ.

Сӑмахран, Японири ученый Хироси Исигуро, хӑйӗн пек, йӗкӗреш-робот шухăшласа кăларнă. Профессор хусканăвне  йӗкӗреш-робот копировать тăвать. Ирӗксӗрех ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ, малалла вара мӗн? Ҫынсен пурнӑҫӗн мӗнле сферисем, мӗнле профессийӗсем кӗҫех машинӑсем пулса тӑрӗҫ? Искусство интеллектне аталантарассинчен пирӗн хӑрамалла е ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне темиҫе хут ҫӑмӑллатнӑшӑн, хӑйсен ӗҫне улăштарассишӗн роботсем килсе тухнăшăн савӑнмалла-и?

Эсӗ «Мӗн»?

Ҫӗнӗрен пуҫлатпӑр, кам вӑл е мӗн вӑл робот? Тӗрлӗ фильмсемпе никӗсленсе пуҫра Терминатор сӑнарӗ йӗркеленет, анчах та чӑннипе илсен, ӑна ӑнланма ҫӑмӑлтарах. Туса кăларакансем роботсене пӗр-пӗр ӗҫе тума программӑланӑ хатӗрсем теҫҫӗ. Кусем самолетсемпе автомобильсенчи автопилотсем, ҫавӑн пекех пире киносенчен те «ӑслӑ ҫуртсем» паллӑ, вӗсем, çаплах, техника пайӗсене заводсенче пуҫтаракан хатӗрсем тата ытти те.

Сӑмах май, автоматизациленӗ системӑна тӑвас ӗҫе робототехника теҫҫӗ. Ку вăл хальхи тӗнчен ку чухнехи ячӗ. Совет саманине аса илсен вара, ун чухне «Ҫамрӑк техник», «Техника клубӗ», «Радио юратакан çамрӑк» кружоксем пулнӑ. Уроксем вӗсенче хальхи робототехника шкулӗсенчи пекех пулнӑ, анчах та ку ӗҫ халӗ тарӑнрах та интереслӗрех, ку ӗҫ каркас кодексӗсене пӗрле çыхăнтарасси кӑна мар, ҫавӑн пекех программа кочӗсене ҫырасси те.

Робототехника конструкторӗсене лайӑхлатни пысӑк тимлӗх кӳнӗ, ку енӗпе ҫакӑ малалла аталанма май панӑ.

Шкулсемпе центрсем те йӗркеленсе пыраççӗ, вӗсем хатӗр схемӑсене кӑна мар, унта пӗр-пӗр çӗнӗ япала шухӑшласа кӑларма тата ӑсталама пулӑшаҫҫӗ.

Паян пирӗн ҫӗршывра робототехника шучӗпе 74 регионта «Робототехника: инновациллӗ Раҫҫейӗн инженерипе техника кадрӗсем» программа шайӗнче кӑна 60 пине яхӑн ҫын ӗçлет. Ку енӗпе пӗтӗм тӗнчипе конкурссемпе ӑмӑртусем вара пысӑк ҫитӗнӳсем тума вӑйлӑрах хавхалантараҫҫӗ. Ку вӑл робот тӑвакансен инженерӗсен аталанӑвӗ кӑна мар, пӗтӗм çӗр çинчи команда ӗҫӗ те, ҫулҫӳрев те, ҫӗршывсене пӗтӗм тӗнчери арена ҫине кӑларасси те, пуласлӑхра питех те кирлӗ професси илме майсем тӑвасси те.

Апла улӑштараҫҫӗ-и е ҫук-и?

Пире хумхантаракан ыйту патне ҫывхарса пынӑ май ҫапла та хуравлама пулать, РАНХиГС тӗпчевҫисем те 2030 ҫул тӗлне Раҫҫейри 20 млн ытла специалиста автоматизаци пирки ӗҫрен кӑларса яма пултарнине палӑртнӑ. Ҫапла Раҫҫейри роботизацин вӑтам шайӗ – 3 робот – 10 пин ӗҫ вырӑнӗ (РS. Пӗтӗм тӗнчери вӑтам кӑтарту вунӑ хут пысăкрах). Анчах та улшӑнусем ӳссех пырӗҫ. Малтанхи вунӑ ҫул хушшинче ҫынсене роботсемпе улӑштарасси пурнӑҫшӑн хӑрушӑ ӗҫсенче тата тӗрӗс, хӑвӑрт тата калӑпӑшлӑ шутлавсем кирлӗ ҫӗрте палӑрать.

Пӗтӗм Раҫҫейри наукӑпа тӗпчев институчӗн прогнозӗсем тӑрӑх, пуласлӑхра пирӗн профессисен ҫӗнӗ спекторӗ уҫӑлӗ, вӗсем ҫав ӗҫсене йӗркелесе тӑма тата пуҫтарма пултарӗҫ. Сӑмахран, промышленность робототехникин специалисчӗ, инженер-механотроник, 3D-принтер операторӗ, вӗҫев аппарачӗсен операторӗ. Творчество специальноҫӗсемпе инженери ҫул-йӗрӗ енӗпе профессисем ҫынсемшӗн юлаҫҫӗ. Ҫапла вара, саманапа пӗрле пырассишӗн, шухӑшламалăх сăлтав пур. Апла пулсан, роботтехникӑна пӗлес пулать, ӑна паян вӗренмелле те.

Юлашкинчен вара, робототехника ачасен аналитика ӑс-тӑнне, пултарулӑхне кӑткӑс шутлавсемпе лайӑх аталантарнӑран вӗсем ятарлӑ программӑсем ҫырма вӗренеççӗ. Çакă вара, техникӑпа интересленекен пӗчӗк генисен ашшӗ-амӑшӗсене малашлăх пирки шухăшлама хистет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев