Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӑлкуҫ патӗнче парк та пулӗ

Тăван ен – симӗс сăпка

Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Ленин урамӗ вӗçӗнчи «Кадер– Абдулхак» ҫӑлкуҫне тирпей-илем кӗртесси темиҫе ҫул каялла пуҫланнăччӗ. Ӑна паянхи лару-тӑрӑва çитерессишӗн нумай вӑй хунӑ.

Ӗҫ ветеранӗ Абдулхарис Алимов, аслă çулсенче пулнине пăхмасăр, ҫӑлкуҫа иккӗмӗш сывлӑш парас тесе тăрăшакансенчен пӗри.

– Çамрӑксене патриотла воспитани парасси, тӑван ене, пурăнакан вырăнти ҫутҫанталӑка юратма вӗрентесси çакă вӗт ӗнтӗ, – тет Абдулхарис Алимов. – Кунта мӗн кăна çукччӗ: ҫӳп-ҫап купи, никама та кирлӗ мар кивӗ зданисем. Халӗ çак вырӑнта тӗрлӗрен-тӗрлӗ декоративлă йывăçсем ӳссе лараҫҫӗ. Малашне кунта питӗ илемлӗ парк пулӗ, – тесе  малалла тăсрӗ сăмахне  ветеран.

Ҫак кунсенче кӑна çак йывӑҫсене шыв сапас ӗçе йӗркеленӗччӗ, пушă юлнă вырăнсене тата  50 тӗп хунав лартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев