Литература конкурсӗ
Ăс-хакăл
ТР Патшалӑх Совечӗн ертӳçин çумӗ, Тутарстан Республикин Президенчӗ ҫумӗнчи Тутар чӗлхине упрас тата аталантарас енӗпе ӗçлекен комиссийӗ литература конкурсне пӗлтерет.
Конкурс тутар чӗлхине упрас тата аталантарас, тутар литературине ҫӗнӗ произведенисемпе пуянлатас, тутар ҫыравҫисене творчество енчен хавхалантарас, тутарла литература произведенийӗсене хатӗрлекен ҫӗнӗ авторсене тупса палӑртас тӗллевпе иртет.
Конкурс 10 номинацире иртет. Çаксем: «Роман», «Повесть», «Калав», «Поэма», «Повесть» (çул çитменнисен литератури), «Калав» (ӳссе килекен ҫамрӑксен литератури), «Сăвă» (ӳссе килекен ҫамрӑксен литератури), «Калав» (ачасен литератури), «Сăвă» (ачасен литератури).
Конкурсра хутшăнассишӗн «Роман» номинаци енӗпе – 2021 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗччен, ытти номинацисенче хутшăннă произведенисене – 2021 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
«Роман» номинаци енӗпе – 2022 ҫулхи февральтен пуҫласа, ытти номинацисем енӗпе – 2021 ҫулхи декабрьтен те кая юлмасӑр, жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тивӗçлӗ пулать.
Конкурсра хутшăнассишӗн литература произведенийӗсене «ТАТМЕДИА» АО филиалне «Казан утлары» журналӑн редакцине (420066, Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт) ямалла.
Справкăсемшӗн телефон: (843) 222-09-83 (хушма: 1612 е 1617); электрон адресӗ: kazanutlari@yandex.ru.
Туллинрех http://chuprale-online.ru сайтра паллашма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев