Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Ӗҫлӗ тунтикун»  канашлура ипотека кредичӗсен  процентне чакарма май пулни ҫинчен калаçрӗç

Эрне пуҫламӑшӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе иртекен канашлӑва хальхинче банк представителӗсене те чӗннӗччӗ.

Вӗсем хăйсем ӗçлекен банк сӗнекен продуктсемпе паллаштарчӗç тата кредитсене мӗнле условисенче пани çинчен ӑнлантарчӗç. Банк ӗҫченӗсем ăнлантарнинчен, ипотека кредичӗсене рефинансласа, урӑхла каласан, сахалрах процентпа çӗнӗрен регистрацилеме пулать халӗ. Енчен хваттер, пӳлӗм, ҫурт туяннă чухне 10, е унран та пысăкрах процентлă ипотека кредичӗ илнӗ пулсан, ӑна 8 процентли çине çавăрттарма  пултаратӑр.

Реклама

– Çакна банксен юлашки ҫулсенче килсе тухнă лару-тăру, урӑхла каласан, экономика коронавируса пула тӗрексӗр пулнă условисенче халăха пулăшу парасси тесе ӑнланмалла, – терӗ Марат Гафаров. Тата ҫак хыпара ипотека кредичӗ пулнă çынсене пурне те пӗлтерме кирли çинчен  каларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев