Кӗскен Виҫӗ проект çӗнтерчӗ
Тутарстанра «ЛУКОЙл» ХI социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ пулчӗç.
Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – актуаллă социаллă ыйтусене татса пама обществăлла организацисене тата обществăлла пуçламăшсене пулӑшасси. Конкурса «ЛУКОЙЛ» обществӑна кӗрекен «РИТЭК» тата «ЛУКОЙЛ» ыркăмăллăх фончӗ ирттерет.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе районтан виҫӗ проект ҫӗнтерчӗ. Вӗсем: – районти Культура çурчӗн «Ҫӗпрел энциклопедийӗ» тата краеведени музейӗн «Астăвăм вӑхӑтран вӑйлӑрах» (100 пин тенкӗ) проекчӗсем.
Проектсен авторӗсем: районти Культура çурчӗн директорӗн ҫумӗ Мансур Айметов тата краеведени музейӗн фонд сыхлавҫи Радиф Субаев.
Ҫавӑн пекех, «Экологи» номинацире Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗн (ял пуçлăхӗ Петр Артемьев) «Туслăх кӳлли» ялти культурӑпа кану паркӗн проекчӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.
Проектсене вăя кӗртессишӗн пӗрремӗшне 400 пин тенкӗ, юлнă иккӗшне 100-шер пин тенкӗ укçа парӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев