Кӗрхи садра
Поэзи кӗтесӗ
Кӗр кунӗ тунсӑх, салхуллӑ,
Каҫ енне кичем пачах.
Йывӑҫсем тӑкаҫҫӗ ҫулҫӑ,
Ҫӗр ҫине сарса вучах.
Вут тӗслӗн, хӑмӑррӑн, саррӑн
Хумханаҫҫӗ ҫил вӗрсен.
Кӗркуннен сӳнӗ «пушарӗ»
Шурӑ юр ҫуса витсен.
Ҫап-ҫара садра кӗретлен,
Сивӗ ҫил касать пите.
Ӳрӗк-сӳрӗк кӗр хӗвелӗ
Анӑҫра анса пӗтет.
Николай Андреев. Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев