Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кӗрхи призывра çар службине  52 каччă кайӗ

Тăван çӗршыва хӳтӗлесси – чыслă

2021 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӗрхи призыв кампанийӗ пуҫланчӗ, вӑл кӑҫалхи çулăн декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Ҫар службине 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫулччен, ҫар учетӗнче пулнă, запасра тăман, ҫар службинчен хăварма ирӗк паман арçынсене илӗç.

Октябрӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа, виçӗ кун хушшинче,  район центрӗнчи  больницăра  ҫар службине кайма тивӗҫлӗ граждансене палӑртас тӗллевпе медицина комиссийӗ ӗҫлерӗ.

Медкомиссие 130 яхӑн каччă иртрӗ. Паллах, тӗрлӗ сăлтава пула: кама-тăр сывлăхӗ енӗпе, кама-тăр аслă вӗренӳ çуртӗнче пӗлӳ илнипе, ҫар службинчен вăхăтлăха чарса тăраççӗ.

– 2021 ҫулăн кӗркуннехи призывӗнче Çӗпрелӗн 52 каччине  ҫар службине илчӗç, – терӗ Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Рамиль Замалетдинов. – Çак кӗркунне пӗрремӗш хут каччăсене   çар службине ăсатассине октябрӗн 19-мӗшне планларӗç.

Призыв тапхăрӗнче коронавирус инфекцийӗ сарӑлас ситуаципе çыхăннă Роспотребнадзорӑн мӗнпур требованийӗсем: маска режимӗ, термометри, алӑсене тата пӳлӗмсене ӗçе кӗртесси, социаллӑ дистанци сыхланаççӗ.  Ҫар чаҫне ӑсатас умӗн мӗнпур призывниксене коронавирус чирӗпе чирлӗ пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Яланхи пекех, Çӗпрел каччисем Мускав облаҫӗнчи шефа илӗннӗ Ногинск ҫар чаҫне те службӑна кайӗҫ. Район ертӳçисем чаҫе кайса та килеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев