Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кӗрхи ӗçсем

Паян ялта

2020 ҫул районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн, хăш-пӗр уйăхсенчи типӗ те уяр ҫанталӑка шута илмесӗр, ăнăçлă çул пулчӗ. Апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен 312,4 миллиметр нӳр палăрнă. Ку вара, лайăх кăтарту.

Кăçал районта 37,9 пин  гектар çинче ӳстернӗ пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗнчен вăтамран 33 центнер тухăç илнӗ (республикăра – 35,7ц.). «Цильна» обществӑн уй-хирӗсен кашни гектарӗ кӑҫал та 60,3 центнер тырпулпа савӑнтарчӗ. Равиль Бикчуровпа Ильмир Махмутов ертсе пыракан хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче те çак кӑтарту 50-45 центнера тӳрӗ килет. Районӗпе пӗтӗмӗшле 124,6 пин тонна тырӑ çапса илнӗ.

2777 гектар çине акнă сахӑр чӗкӗнтӗрне те паянхи кун тӗлне кăларса пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсене йышӑнмалли пунктсене ăсатасси малалла пырать. Тухӑҫ пӗр гектартан – 355 центнер.

Кайранхи культурӑсенчен шутланнă хӗвелҫаврӑнӑшне çапса илесси те вӗҫленчӗ. 2477 гектар ҫинче акса ӳстернӗ ҫак культурӑран мӗнпурӗ 4563 тонна продукци çапса илнӗ. Кашни гектартан 18,4 центнер тухăç тухрӗ.

 Выльăх-чӗрлӗх отрасльне илсен вара, ял ӗçченӗсен тăрăшуллăхӗпе 9 пин тонна утӑ хатӗрленӗ, 70,9 тонна сенаж тата 43,5 тонна силос хывнӑ. Кашни ӗне валли 32 центнер апат запасӗ хатӗрленӗ. Пирӗн районта кашни 100 гектар ял хуçалăх çӗрӗсене 13 пуç мӑйракаллӑ шултра выльӑх тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев