Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Криминаллă  хроника 

Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмне пӗлтерет.

 

Чутах укçисӗр тăрса  юлман

Хальхинче аферистсем Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурӑнакан хӗрарăм патне кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравлаççӗ. Кун пирки вăл Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмне пӗлтерет.

Палламан ҫын, хӗрарӑм шанӑҫне ҫӗнсе илес тесе, Перекет банкӗн ӗçченӗ тесе хăйӗнпе паллаштарать. Вăл абонент номерне улӑштарать. Унтан вӑл, çак хӗрарăм ячӗпе мӗнле-тӗр ҫынсем кредит илме ăнтăлни çинчен калать, паспорт даннӑйӗсене пӗлтерме ыйтать.

Анчах та район çынни палламан ҫыннӑн сӑмахӗсене шанмасть тата даннăйсем те памасть. Ҫапла вара, мошенник серепине лекесрен тата хӑйӗн счечӗсем ҫинчи укҫи-тенкине те сыхласа хăварать.

 

61 çулти арҫынна хӗнесе вӗлернӗ

2012 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче Алешкин-Саплык ялӗнчи пӗр ҫуртра 61 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн дежурствăсен чаçне хыпар килет.

Преступление «вӗри йӗр тӑрӑх» уçса параççӗ. Малтанхи даннăйсенчен, февралӗн 1-мӗшне хирӗç çӗрле сиен куракан тата темиҫе арҫын спиртлă шӗвексем ӗҫсе ларнă. Кӑшт вӑхӑт иртсен арҫынсен хушшинче унчченхи укçа парăмне пула хирӗҫӳ сиксе тухать. Сиен куракана хӗнесе пӗтереççӗ, йывӑр сурансене пула вилет.

Ҫак факт енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Тутарстан Республикинчи следстви органӗсем РФ УК 111 статйин 4-мӗш пайӗ енӗпе (асăрханусăр пулнине пула ҫыннӑн сывлӑхне йывăр сиен кӳни, вилӗм патне илсе çитерни) уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.

Çак ӗç тӗлӗшпе шиклӗ пулнă 36 ҫулхи арҫынна тытса чарнӑ. Следстви ӗçӗ малалла пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев