Коронавирус. Мӗнле сыхланмалла?
Коронавируспа çыхăннă чирсенчен сыхламалли мерăсем
Пӗрремӗш правило:
Алӑсене час-часах çумалла
*Обществăлла вырӑнсенче, транспортра ҫӳренӗ хыҫҫӑн, алӑк хăлăпӗсене, укҫана, техникӑна сӗртӗннӗ хыҫҫӑн, апат хатӗрлес тата ҫиме ларас умӗн алăсене çумалла.
*Шыв тата супӑнь çывăхра ҫук иккен, дезинфекци хатӗрсемпе е пӗр хутчен усă куракан нӳрлӗ салфеткӑсемпе усӑ курмалла.
*Пит-куҫа çуман алăсемпе сӗртӗнмелле мар.
*Пӗр алшӑллипе пурте усӑ куралла мар.
Иккӗмӗш правило:
Ӗҫ вырӑнӗнче тата зданисенче гигиена требованийӗсене сыхланмалла
*Ӗҫ вырӑнӗнче гигиена тӗлӗшпе сыхăлăх çине тимлӗх уйăрмалла.
*Сӗтелсене, пукансене, алӑк хӑлӑпӗсене, гаджетсене, клавиатурӑсене, компьютер мониторӗсене йăлари хатӗрсем (сӑмахран, супӑнь растворӗпе) пулăшнипе дезинфекцилемелле.
* Ӗҫре тата килте пӳлӗмсене час-часах уҫӑлтарса тăмалла.
Виҫҫӗмӗш правило:
Пӗтӗмӗшле гигиена требованийӗсене пурнăçламалла
*Кун урлă душ кӗмелле. Ҫӳҫӗрсене пуçтарса çӳреме тăрăшмалла.
*Кунне 3-4 хутчен шывпа питӗре, сӑмса хăвăлӗсене çумалла.
*Курнăçнă чухне алă парассинчен, ыталанассинчен, чуп тăвассинчен пăрăнмалла.
* Ӗҫре ятарлă палăртнă вырăнсенче кăна апатланмалла.
Тăваттăмӗш правило:
Ятарлă медицина маскипе усă курмалла
*Медицина маскисемпе ҫынсем нумай пухăнакан вырăнсенче, обществăлла транспортпа пынă чухне, чирлисемпе тата вăйлă респиратор вирусӗн инфекцийӗсем пулнă çынсемпе хутшӑннӑ чухне усӑ курмалла:
– маска ҫирӗп, ҫӑвара тата сӑмсана тачӑ хупма тивӗçлӗ
– нӳрлӗ е шăтнă маскӑна çӗннипе улӑштармалла
– маскӑсене икӗ сехетсерен улӑштармалла
– маскăна улӑштарнӑ чухне алӑпа сӗртӗнес мар тесе тӑрӑшмалла
– усӑ курнӑ маска ҫӳп-ҫап контейнерӗнче утилизациленмелле
– пӗр хут усă курнă маскӑпа тепӗр хут усӑ курма юрамасть.
Пиллӗкмӗш правило:
Малтанхи симптомсем палăрсан врач патне каймалла
*Ӳт температури, пуҫ ыратни, халсӑрланни, ӳслӗк, сывлама йывӑр пулсан, килтех юлмалла тата медицина пулӑшăвӗ ыйтса сиплев организацине шăнкăравламалла.
*Çиессипе ӗҫессишӗн уйрăм савӑт-сапапа усӑ курмалла тата ӑна ятарлӑ губка пулӑшнипе ҫумалла, ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнас мар тесе тӑрӑшмалла.
Улттӑмӗш правило:
Командировкăсене тата канма каяссинчен тăхтамалла
*Вирус инфекцийӗ, çав шутран коронавирус COVID-19 сарăлас енӗпе риск зонине кӗнӗ территорисене каяссинчен тăхтамалла.
* Инфекци сарӑлнӑ çӗршывран таврăнсан 14 кун хушши карантинра тăмалла.
Районта лару-тăру лăпкă
Ҫак эрнере социаллӑ сетьсенче, мессенджерта (кӗсье телефонӗ ҫинчи приложени) пирӗн районти Упи ялне Корейӑран (Коронавирус анлă сарăлнă списокри çӗршыв) çулçӳревре пулнă хӗр килнӗ текен хыпар сарăлчӗ.
Ҫакна хурав парса районти тӗп врачăн пулӑшаканӗ Гузалия Маликова çав мессенджертах "Хисеплӗ ӗҫтешсем! Пирӗн районта коронавирус инфекцийӗ ернӗ ҫынсем ҫук!!! Хăраса ан ӳкӗр!" тесе çырчӗ.
Гузалия Маликова:
Упи ялӗнчи çуралнă, хальхи вӑхӑтра ют çӗршывра пурӑнакан хӗр Кăнтăр Корейăран мартӑн 9-мӗшӗнче таврӑнать. Мускав аэропортӗнче унран пӗтӗм анализсене илнӗ. Хӗрте коронавирус инфекцийӗ пурри палӑрман. Тӑван яла таврӑнсан унпа контактра пулнă 27 ҫынна ял фельдшерӗ сӑнаса тăрать. Вӗсем те хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ – температура ӳсни, вӑйсӑрланни палăртман пӗри те ӳпкелешмеççӗ.
Айрат Залялов, санитарипе эпидемиологие хирӗç комиссийӗн ертӳçи:
Тивӗçлӗ ведомствăсем йышӑннӑ требованисемпе килӗшӳллӗн, районта паянхи кун спорт, культура тата хаваслă мероприятисене ирттерме тăхтамалли ҫинчен йышӑну тунӑ. Халӑх, ачасем нумай пухăнакан вырӑнсенче чире хирӗҫ профилактика мерисене çирӗплетнӗ. Ҫакӑн пек чикӗлевсем апрелӗн 15-мӗшӗччен пулӗҫ.
Районта асӑннӑ вируспа чирленӗ тӗслӗхсене регистрацилемен, лару-тӑру лăпкă, яланах контрольте тăрать.
«Хӗрӳ лини»
Тутарстан Республикинчи Роспотребнадзор управленийӗн телефонӗ: 8 (843) 296-02-24, Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлав министерствин телефонӗ: 8 (843) 231-20-70 ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев