Коронавирус чакмасть-ха
COVID-19па çыхăннă лару-тăру Ҫӗпрел районӗнче те çивӗч пулса юлать. Çак чирпе чирлекенсен шучӗ, пандеми пуçланнăранпа, 100тен иртсе кайрӗ.
Çакăн çинчен район пуçлăхӗн ӗçлӗ тунтикунхи канашлăвӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов пӗлтерчӗ.
– Ноябрь уйӑхӗнче кăна хăйӗнче вирус ҫӳретнӗ 10 чирлӗ ҫынна регистрациленӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ иртнӗ эрнере паллӑ пулчӗç, – терӗ Айрат Залялов. – Вируспа чирленӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ 50 ҫултан иртнӗ çынсем.
Вăл, çавӑн пекех, ҫак кунсенче кӑна санитарипе эпидемиологи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртни çинчен те каларӗ. Комисси решенийӗпе районти организацисемпе предприятисенче вируса хирӗç тăмалли мерăсене вӑйлатма, маска тăхăнмалли режимӑн требованийӗсене çирӗп пурнăçлама, аслă çулсенчисене эмел, апат-ҫимӗҫ кӳрсе парас енӗпе волонтерсен ӗçне малалла тăсма кирлине сӗнчӗ.
– Коронавирус сарӑлса пынинчен асăрхаттарас тӗллевпе «Роспотребнадзор» требованийӗсене пурнăçламан чухне штраф хывни ҫинчен те аса илтеретпӗр, – терӗ Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин çумӗ. – Пирӗн районта пурӗ çакăн пек 1298 протокол çырнă. Районти шалти ӗҫсен уйрăмӗ, Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ӗҫченӗсенчен йӗркеленӗ комиссисем халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче рейдсем ирттерессине малалла тӑсаççӗ. Юлашки эрнере кӑна «Роспотребнадзор» требованийӗсене пурнăçламаншăн 28 протокол çырнă, – терӗ Айрат Залялов.
Канаш
Лавккасене, организацисене кӗнӗ чухне маска тăхăнма ан манăр! Чи пахи, хăвăрăн кăмăлăрсене ан пусарăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев