Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Контроле вăйлатмалла

Кивӗ Шемӗршел ялӗн çумӗнче çул-йӗр-транспорт юхăмӗнче вилнӗ арçын автомобиле ӳсӗр пуçпа çӳретнӗ пулнă

Район администрацийӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн анлăлатнă ларӑвӗ пулчӗ. Ларăва район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров илсе пычӗ, унта  Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗҫсен уйрăмӗн начальникӗ Раиль Гатауллин хутшӑнчӗ.

Кун йӗркине районти ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ питӗ паха тата  кирлӗ ыйтусем хунăччӗ.

– Район территорийӗнче халичченех пулса тăракан трагедиллӗ лару-тӑрусем уйрӑмах пӑшӑрхантараҫҫӗ, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров канашлăва уçса тата  юлашки кунсенче икӗ çын вилнӗ ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ çинче чарăнчӗ.

Аса илтеретпӗр, Кивӗ Шемӗршел ялӗ çумӗнчи çул-йӗр-транспорт инкекӗнче икӗ ҫын: 1971 ҫулта çуралнă арҫын тата 1984 ҫулта çуралнă хӗрарӑм вилчӗ. Вилекенсем иккӗшӗ те Чăваш Енрен, пирӗн района ӗҫлеме килнӗ.

Арçынна халиччен те ӳсӗр пуçпа автотранспорта çӳретнӗшӗн тытса чарнă, 2 хутчен  явап тыттарнă пулнă. Шăпа хăйӗнпе шӳтленине юратмасть, виççӗмӗшӗнче вăй-питти арçыннăн пурнăçӗ татăлчӗ.

Ҫӗпрел районӗн çулӗсем çинчи инкеклӗ ӗçсене анализ тăвас енӗпе ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов тухса калаҫрӗ.

Унăн докладӗнчен паллă пулнă тăрăх, 2021 ҫулхи июлӗн 14-мӗшӗнче, иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, район территорийӗнче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ чакни палӑрать, анчах вилнисен шучӗ ӳснӗ, инкек курнисен шучӗ те чакнă. Иртнӗ çул  çак тапхăрта 7 çул-йӗр-транспорт  инкекӗ палăрнă пулсан, кӑҫал – тӑваттӑ. Анчах вӗсенче вилнисен шучӗ 1 ҫынна  ӳснӗ.

Анатолий Михайлов палӑртса иртнӗ тӑрӑх, 4 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсенчен виççӗшне ытти регионсенче пурăнакансем  тунă (вӗсем пурте Чӑваш Республикинче пурӑнакансем). Мӗнпур тӗслӗхсенче те правилӑсене пӑснин сӑлтавӗ –  машина çӳретекенсем ҫул-йӗр дисциплинипе культурине пурнăçламанни, ҫавӑн пекех хӑвӑртлӑх режимне ӳстерни.

– Çулталӑк пуҫламӑшӗнчен паянхи кунччен районӗпе 2894 административлӑ материал çырнă, 36 протокола ӳсӗрле транспорт хатӗрӗпе çӳренӗшӗн тултарнă, çавсен ҫичӗ тӗслӗхӗнче шоферсене ӳсӗр пуçпа иккӗмӗш хут тытса чарнă. Вӗсен тӗлӗшпе уголовнӑй ӗҫсем хускатнă тата суда янӑ. Правӑна пӑснисене тупса палӑртас енӗпе кунсерен профилактика рейчӗсене ирттересси малалла пырать, - терӗ Анатолий Михайлов.

Марат Гафаров вара ГИБДД уйрӑмне ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеме хушрӗ. Ял тăрăхне ют çӗртен килнӗ çынсен мӗнле тӗллевне, кам пулни ҫинчен оперативлӑ информаци пухмаллине палӑртрӗ.

Ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене вара вырӑнти лару-тӑрӑва контрольте тытма хушрӗ. Уйрăмах, тырпул пухса кӗртнӗ вăхăтра  ял хуҫалӑх предприятийӗсене ӗҫе килекенсене, вӗсем мӗнле транспортпа ҫӳренине анализлама, пӗтӗмлетсе каласан,  пурне те пӗлсе тăма кирлине аса илтерчӗ.

–Уйрӑмах уявсем умӗн тата канмалли кунсенче тимлӗхе вăйлатмалла. Кам ăçтан пулни паха мар, кун пек чухне ҫыннăн ӗмӗрӗ, ял тăрăхӗнче пурӑнакансен шӑпи татса парăнать.  Вилӗм пулассине  тата пӗтӗмӗшле çул-йӗр-транспорт инкекӗсене наказанипе кăна чарма пулать, – терӗ Марат Гафаров.

Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе пăшăрхантаракан паянхи кунхи проблема пулса, çул çитмен ачасем çул çине мопедпа тухни.  Ҫак правӑна 16 ҫула çитнӗ тата мопедпа çӳреме тивӗҫлӗ удостоверени пур пулсан кăна çынна ирӗк параҫҫӗ.

– Ҫак ыйтăва  та, çаплах  ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комисси тата ГИБДД  уйрӑмӗнче контроле илме тивӗçлӗ, – терӗ район пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев