Контракт турăн пулсан — парӑму юлмасть
Районти суд приставӗ-исполнителӗсем 2024 ҫулта 4609 исполнительный ӗҫ пӑхса тухнӑ
Районти суд приставӗсен службин ертӳҫипе Рамиль Калимуллинпа курса калаҫрӑмӑр.
— Рамиль Ильмирович, эпир пурте пӗлетпӗр, суд приставӗсен ӗҫӗ — парӑма шыраса илес енӗпе суд решенийӗсене пурнӑҫлаттарасси. Парăмӗ пуррисемпе, урăхла каласан, укçа тӳлемесӗр суд патне çитерекенсемпе ӗçлеме ҫӑмӑл мар-тăр...
— Ҫапла, пирӗн тӗрлӗ задачӑсем пур. Граждансен пӗр-пӗринчен илнӗ парӑмӗсем пур, кредитсемпе заемсене тӳлемен тӗслӗх нумай. Эпир алиментсемпе, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе йӑла ӗҫӗсемпе, пурлӑхпа ҫыхӑннӑ парӑмсене тӳлеттересси ҫинчен суд йышӑннӑ решенисене вӗҫне ҫитеретпӗр. Пирӗн коллективра ҫак тӗспе 2 ҫын ӗҫлет.
2024 ҫул хушшинче, сӑмахран, 4296 ӗҫ тӑвакан производствӑна хускатнӑ. Пӗтӗмпе, иртнӗ çултан юлнисене те кӗртсе, 4609 ӗç тăвакан производствăна вӗҫленӗ.
— Парӑма каялла тавӑрма парӑмлӑ ҫынна эсир миҫе кун паратӑр?
— Законпа килӗшӳллӗн, парӑма ирӗклӗн тавӑрса пама 5 кун пăхăннă. Ҫакӑн ҫинчен аса илтерекен ҫырӑва ҫын аллине параҫҫӗ. Халӗ пулӑшма «Госуслуга» электронлӑ портал та пур. Ҫыру килсе çитиччен унӑн парăмӗ унта курӑнать. 5 кун хушшинче парăма тӳлемесен, штраф парăнать. Физически ҫынсемшӗн штраф сумми 1000 тенкӗрен, юридически çынсемшӗн — 10000 тенкӗрен пуҫланать.
30 000 тенкӗрен ытла парăмӗ пулнисем, ӑна хӑйсен ирӗкӗпе тӳлемесен, вӗсене ют ҫӗршыва кайма ирӗк памаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, парӑмлӑ ҫын пурлӑхне те регистрацилеме пултараймасть. Пулнă пурлӑхне те арестлеме пултараççӗ.
— Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемшӗн мӗнле те пулсан уйрӑм условисем пур-и?..
— Ҫапла, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан е унӑн арӑмӗ 10 миллион тенке çити кредитне хуплама пултарать. Анчах та палӑртса хӑваратӑп: ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма килӗшӗве 2024 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗ хыççăн, сахалтан та пӗр çулталăклăх туни кирлӗ.
— Ҫак правӑпа усӑ курма мӗнле документсем хатӗрлемелле?
— Парӑма татма ыйтса заявлени памалла, ӑна кирлӗ документсемпе пӗрле регистрацилесен, ҫывӑхра вырнаçнă приставсене çар çынни хăй килсе парать е дистанцилле — Пӗрлехи патшалăх услугин порталӗнче уçнă уйрăм кабинет урлă пама пултарать. Заявлени ҫумне ҫар службине пӗр ҫул е ытларах çар службинче пуласси çинчен договор, паспорт, мӑшӑрӗ ыйтнипе ӗçе пӑхса тухнă тӗслӗхре мӑшӑрланни ҫинчен калакан свидетельство копине регистрацилемелле.
Ятарлӑ ҫар опера-цийӗсен зонинче пулсан е çирӗп сӑлтавсене пула суд приставӗсем патне хӑй кайма пултараймасан, заявление унăн ҫывӑх тӑванӗсем пама пултараҫҫӗ.
Кирлӗ документсем пурте пулсан заявление пӗр талӑк хушшинче пӑхса тухаҫҫӗ.
— Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем валли тата мӗнле пулӑшусем пӑхăннă?
— Исполнительнăй пуххине тӳлессинчен хӑтарма майсем анлӑланнӑ. Енчен те гражданин-парăмçă РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен, ытти ҫарсен, ҫар формированийӗсен тата органӗсен составӗнчи çар юхăмӗсенче, терроризма хирӗç операцире хутшӑннӑ пулсан; РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене мобилизаци енӗпе ҫар службине илнӗ; ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ; ятарлă çар операцийӗн зонинчен çывăхра тăракан РФ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ задачӑсене тӳрремӗнех пурнӑҫлакан федераллă хăрушсăрлăх службин органӗсен çар çынни пулсан; çӗршывăн гварди çарӗн çынни е полицейский, ятарлă çар операцийӗн зонинчен çывăхра тăракан федераллă хăрушсăрлăх органӗсене пулăшакан шалти ӗçсен пайӗн ӗçченӗсем пулсан, ун енӗпе исполнительнăй производство хускатнă пулсан, ăна тӳлеттермеççӗ.
— Пирӗн районта çак законпа килӗшӳллӗн пурнăçланă ӗçсем пур-и?
— Çапла, пур. Çак законпа килӗшӳллӗн пирӗн Çӗпрел районӗнчен 5 çыннăн парăмӗ енӗпе ӗçӗсене хупнă.
— Калаçăвăршăн тавтапуç, Рамиль Ильмирович. Суд приставӗ-исполнителӗсен ӗçӗ сахалтарах пултăр, халăх парăмсăр пурăнтăр, тесе сунатпăр.
Справка
Суд приставӗ - исполнителӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем килсе тухсан, суд приставӗсен районти уйрӑмне: Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Техническая урамӗ, 11-мӗш çурт адреспа кайса е 8(84375) 2-28-92 телефон номерӗ́пе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев