Контракт служби — чӑн-чӑн арҫынсем валли
Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тунӑ чухне ҫар ҫыннисен пӗр хутчен тӳленекен укçа 2,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Çак сумма регион, федераллă тата муниципаллă тӳлевсене пӗрле хушсан килсе тухать:
Тутарстанран — 2,1 миллион тенкӗ;
РФ Оборона министерствинчен — 400 пин тенкӗ;
ТР муниципалитетсемпе предприятисенчен — 300 пин тенке çити.
Палӑртмалла, ҫар служащийӗсем ятарлӑ операци зонинче уйӑхне 210 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
Пӗр хутчен парăнакан укçа Тутарстан территорийӗнче контракт тăвакансене тӳлеҫҫӗ. Ытти регионта пурăнакансене тата ют ҫӗршыв гражданӗсене контракт тунӑ чухне пурӑннӑшӑн тата çул укçине тӳлеҫҫӗ. Ҫакна тума пурӗ те пӗр кун ҫеҫ каять, мӗншӗн тесен Хусанта пӗлтӗртенпе «Паттăр» контракт службине йышӑнмалли центр ӗҫлет.
Унта документсене пухма, медицина тишкерӗвӗ тухма, ҫар службине юрӑхлӑ пулнин категорине пӗлме, кирлӗ ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем илме пулăшаççӗ. Центрта ҫаксене пурне те пӗр талӑк хушшинче тӑваҫҫӗ. Ют ҫӗршыв гражданӗсемпе вӗсен ҫемйисене РФ гражданствине тата ИНН илме пулӑшаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра контракт тӑвас текенсене финанс пулăшăвӗ кăтартас енӗпе çирӗп мерӑсем кӗртнӗ. Тӳлевсемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен «Паттăр» центрăн сайтӗнче тата «Хамӑрӑннисемшӗн тӑрӑшни» порталта тӗплӗнрех пӗлме пулать.
РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнчи контракт служби ҫинчен, ҫавӑн пекех премисем, ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем ҫинчен heroes-tatarstan. ru сайтра е 117 телефон номерӗпе пӗлме пулать.
Ҫавӑн пекех, контрактпа ҫар службине суйласа илмелли пунктран (1-мӗш разряд) ыйтса пӗлме пулать. Адресӗ: Хусан хули, Аэропорт урамӗ, 1/40; телефон: 8(843) 221-44-52. Кунсӑр пуҫне 8 800 222 59 00 е 8 (84375) 2-31-50 телефон номерӗсемпе те ыйтса пӗлме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев