Реклама
Хыпарсем
Конкурсра хутшăн та – мотоблок выляса ил!
Конкурсра хутшăнма пулнă майсене алран ан вӗҫертӗр! Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе парнелӗç!
Çӗпрел районӗнче территорисене тирпей-илем кӗртес енӗпе конкурс пӗлтерчӗç. Конкурса район халăхӗ, предприятисем, организацисем, учрежденисем тата уйрӑм предпринимательсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса çакăн пек номинацисемпе ирттереҫҫӗ:
«Чи лайӑх предприяти» – предприятисем, организацисем, учрежденисем, уйрӑм предпринимательсем хушшинче;
«Тӗслӗхлӗ кил-çурт» – уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем хушшинче;
«Чи лайӑх ял тăрăхӗ» – Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи ял тăрăхӗсем хушшинче.
Конкурсра хутшăнма пулнă майсене алран ан вӗҫертӗр! Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе парнелӗç!
1 вырӑншăн – мотоблок, 2 вырӑншăн – триммер, 3 вырӑншăн – бензопила.
Заявкăсене тата конкурс материалӗсене 2022 ҫулхи августӑн 19-мӗшӗччен, ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Ҫӗпрел районӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Центральная урамӗ, 13-мӗш çурт (107 тата 204 пӳлӗмсем).
Тӗплӗнрех пӗлме телефон номерӗ: 8-843-75 -2-29-70.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев