Комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗн ларăвӗ пулчӗ
Ҫак кунсенче районти Ӗç тăвакан комитет çумӗнчи ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн анлӑлатнӑ ларӑвӗ пулчӗ. Унта 2021 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗç.
Комисси ӗҫӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн пуçлăхӗ Данис Сатдинов, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Раиль Гатауллин, район прокурорӗ Ильдар Маликов, ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, Пăва уйрӑмӗн, профилактика енӗпе уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов, районти ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен директорӗсем тата комисси тытӑмӗ хутшӑнчӗ.
Лару пуҫламӑшӗнче Данис Сатдинов:
– Пирӗн тивӗç – ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шутне, унта сиен куракансен тата вилекенсен шутне чакарасси, – тесе комисси умне килес çул валли те пысăк тивӗçсем лартрӗ.
Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов хăйӗн сăмахӗнче вара район территорийӗнче 2022 ҫулхи хӗллехи тапхӑрта вырӑнти пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмӗшле усӑ курмалли автомобиль ҫулӗсене пăхса тăрас енӗпе муниципалитет контрактне тăвас тата вырӑнти территорире ҫул паллисене вырнаçтарас, улӑштарас енӗпе ыйтусене хускатрӗ.
Комиссире хутшăнакансем «Данадис» обществӑн директорӗн çумӗ Ильнур Исхаков, çутӗç пайӗн пуçлăхӗ Ильсур Халитов, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллă суд приставӗсен службин ертӳçи Рамиль Калимуллин тухса калаçнисене итлерӗç.
Унтан Данис Сатдинов районти вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурнăçлассине пропагандӑлас тата ачасен ҫул-йӗр инкекӗсене профилактиклас ӗçе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушлăхӗ» Патшалăхăн бюджет учрежденийӗн Пӑва уйрӑмӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Вахитована Тав ҫырӑвне пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев