Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Комисси тишкерчӗ

Ҫуркунне, ҫăвӗпе, кӗркунне ӗҫлекен техникӑна ҫуса-тасатса, çу сӗрсе,  юсаса тата сыхлама хуни те кирлӗ

Ял хуçалăх техникине хӗле сыхлама хуни тата машина-трактор паркӗсене юсама хатӗрленес енӗпе агропромышленность комплексӗн организацийӗсем хушшинче конкурс иртрӗ. Конкурс пӗтӗмлетӳне Тутарстан Республикин Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç  министерствинчен янă  республикăн «Гостехнадзор» пуҫлӑхӗ Радик Зиятдинов ертсе пынипе комисси  палăртрӗ.

Комисси районти мӗнпур ял хуҫалӑх предприятийӗнче çӳресе тухрӗ, машина-трактор паркӗсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ тата техникӑна хӗле сыхлама хунине хак пачӗ. Тишкерӳ пынă вăхăтра машина-трактор паркӗсен, тырӑ çапакан, выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникӑн, акмалли, тӑпрана ӗçе кӗртекен агрегатсен, илсе хунă узелсен тата детальсен шайӗ, ҫавӑн пекех, агропромышленность комплексӗн организацийӗсен ял хуҫалӑх машинисене юсанин хатӗрлӗхне хакларӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗҫ сыхлавӗн тата тӳлев условийӗсене те тишкернӗ.

Конкурса хутшӑннă мӗнпур хуçалăхсен инженерипе техника ӗҫченӗсем те конкурс çине яваплă пăхнӑ, ҫавăнпа та техникӑн шайӗ иккӗлентермерӗ. Хуçалăхсен машина-трактор паркӗсенче хир ӗçӗсенчен пушанса юлнă техникӑна сыхлама хунӑ, территорисенче вара йӗрке вырнаçтарнă. Паян мӗнпур хуҫалӑхсенче те сӳресене юсассине йӗркеленӗ, ял хуçалăх машинисене юсамалли пунктсенче сеялкӑсемпе культиваторсене юсама тытӑннӑ. Кун йӗркинче юсав вăхăтӗнче ӗҫшӗн тӳлесси тата пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантармалли ыйту та пурччӗ. Техникăна юсасси яланах тӑкаклӑ мероприяти пулчӗ тата çапла пулса юлать те, техникăна тӗрӗс сыхлани юсав тӑкакӗсене чакаракан факторсенчен пӗри пулса тăрать.

«Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирма тата яваплăхӗ чикӗленнӗ  «Цильна» общество  тахҫантанпах техникӑна хӗле сыхлама хурас енӗпе конкурссенче лидер пулса юлчӗç. Хальхинче те вӗсем – малти позицире юлчӗҫ.

Ҫавӑн пекех  «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма», «Эталон Агро» хуçалăхӗсен механизаторӗсем тата инженерипе техника ӗçченӗсем те лайӑх ӗҫленине палӑртса иртрӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев