Кил-çуртне ҫӑлса хăварнă
«Чекурское» ирӗклӗ пушар сӳнтерекен чаçăн оперативлӑ ӗҫӗсене пула пурӑнмалли ҫурта пӗтӗмӗшпех ҫунса каясран хӑтарма май килнӗ.
Октябрӗн 3-мӗшӗнче 6 сехет те 00 минутра 114 пушарпа ҫӑлав чаҫне Анат Чакă ялӗнчи уйрӑм ҫуртра пушар тухни ҫинчен хыпар килет. Тепӗр икӗ минутран пушар тухнă вырӑна «Чекурское» ирӗклӗ пушар сӳнтерекен команда килсе ҫитет. Ҫав вӑхӑтра пӳртӗн тӑрри ҫуннă. Тепӗр вунӑ минутран пушара пӗтӗмпех сӳнтерме пултарнă. Вӑхӑтра пулӑшнине пула пӳрте сиен пулмасть – вут-ҫулӑм пӳрт ăшне шалтан сиенлемест, пӳлӗмсем пурӑнма юрӑхлӑ юлаҫҫӗ. Анчах та пушара пула 18 тӑваткал метр лаптăкра ҫурт тӑрри сиенленнӗ, ăна юсама тӳрӗ килӗ.
Пушар сӑлтавӗсене уçăмлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев