Хур-кăвакал, чăх-чӗп сывă пултăр тесен...
Кайӑк-кӗшӗксем туяннă чухне, ăна ăçтан илсе килнине пӗлмелле, эпизоотика хăрушсăрлăхне çирӗплетекен ветеринари докуменчӗсем пулнине тишкермелле.
2020 çулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи М.М.Хайруллин хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулни уçăмланчӗ. Çакăн çинчен «Россельхознадзорăн» Тутарстан Республикинчи управленийӗ тата Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗ пӗлтерет.
Хуҫалӑх пуҫлӑхӗ М.М.Хайруллин ҫу пуҫламӑшӗнче пине яхăн хур туянса ӳстернӗ, кӗркунне çӗнӗрен Чӑваш Республикинчен 126 кӑвакал туянать тата, карантин режимне пурнăçламасӑр, вӗсене хурсем патне ярать. Çавна май, малтан 8 кăвакал вилет, ун хыççăн хурсем вилме пуҫлаççӗ. Лаборатори тишкерӗвӗсем хыҫҫӑн, чӗрчунсенче кайăк-кӗшӗк грипӗ пулни уçăмланать. Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ӗҫченӗсем кайӑк-кӗшӗк грипӗн чирне сарас марришӗн, кайăк-кӗшӗксене пӗтереççӗ, хуҫалӑха дезинфекци тăваççӗ.
Ҫак енӗпе «Россельхознадзор» управленийӗн ТР уйрăмӗн патшалăх инспекторӗ Гульнара Арсланова кайӑк-кӗшӗк ӗрчетессипе тата сутассипе интересленекен граждансене тата хуҫалӑхсене профилактика мерисене йышăнма сӗнет. Кайӑк-кӗшӗксем туяннă чухне, ăна ăçтан илсе килнине пӗлмелле, эпизоотика хăрушсăрлăхне çирӗплетекен ветеринари докуменчӗсем пулнине тишкермелле.
– Кайӑк-кӗшӗк туяннă хыҫҫӑн карантин, мерăсем йышӑнмалла. Вӗсене уйрӑм тытмалла, апатне те, паллах, контроль тунă вырăнсенчен туянмалла. Кирек мӗнле санкциленмен ярмăрккăсенче те кайăк-кӗшӗк продукцийӗ сутни те, туянни те хăрушлăх кăларса тăратать, – тет инспектор.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев