Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хунавсем пахалăхсăр пулма та пултараççӗ

Паян Тутарстан Республикинчи районсен пасарӗсенче хунавсен анлӑ ассортиментне сӗнеççӗ.

Суту-илӳ точкисем те палӑрмаллах ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтра, хунавсен пахалăхӗ те мухтамалăх мар текен пăшăрханса калаçнисем те  илтӗнеççӗ халăх хушшинче.

ТР «Россельхознадзор»  управленийӗ  хунавсене сутнă чухне ял хуçалăх ӳсентӑранӗсен вӑрлӑх ӗрчетес енӗпе ӗçӗсенче закон требованийӗсене пурнăçлас тӗлӗшпе надзора вăйлатса пырать. Юлашки вӑхӑтра ТР «Россельхознадзор» управленийӗн вӑрлӑх контролӗн уйрăмӗн  специалисчӗсем республикӑри пасарсенче тата суту-илӳ предприятийӗсенче тӗрлӗ рейдсем ирттереҫҫӗ.

–Тишкерӳ вӑхӑтӗнче сутуҫӑсем хунавсене сортлӑ идентификаци сертификатне кăтартаймаҫҫӗ. Ҫакӑн пек «Суту-илӳ»шӗн сутуҫӑсем штраф евӗрлӗ административлӑ яваплӑха туртăнаççӗ.

Реклама

Ăсату докуменчӗсем пулман хунавсене сутнă вăхăтра туянаканăн сортлă улмуҫҫи хунавӗсен  вырӑнне хирти улмуҫҫи туянма май пур. Ҫавӑнпа та хунав  туянас текен çын кашни сутуçăран  хунавсен ăсату докуменчӗсене кăтартма ыйтмалла. Çавăн чухне кăна сортлă хунав туянма шанма май пулать,– тет ТР  «Россельхознадзор» управленийӗн тӗп патшалăх инспекторӗ Раиль Абузаров.

Хунавсен ăсату докуменчӗсемсӗр кăна суту-илӳ тунă фактсем уçăмлансан   410059, Хусан хули,  Оренбург тракчӗн урамӗ, 20а çурт адреспа вырнаçнă ТР енӗпе «Россельхознадзор»  управленийӗн вăрлăх контроль уйрăмне 8(843) 277-69-26 номерпа шăнкăравласа хыпарлама пулать. Çавăн пекех, shn.tatarstan.ru сайтӗнче интернет-йышăну урлă та пӗлтерме май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев