Хӗрарӑмшӑн ăнăçусем çӗнсе илессин формули мӗнре? Хӗрарӑм телейӗ мӗн вӑл?
Уяв умӗн эпир районти хисеплӗ хӗрарӑмсене ҫак ыйтусене патӑмӑр.
Ҫемье пӗрлӗхлӗ пуласси – хӗрарӑм аллинче
Альбина Шарафутдинова, ЗАГС уйрăмӗн ертӳçи:
– Ман шутпа, ăнăçусем çӗнсе илессишӗн пурнăçлакан ӗçе юратмалла. Загс ӗҫӗ интереслӗ, вӑл ҫынсен пурнӑҫӗнчи пысӑк пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ. Ачасем ҫуралаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсем савӑнаҫҫӗ. Мӗнле ят патăр эсир, тесе ыйтсан, вӗсен ҫиҫсе тӑракан пичӗсене курсан, хӑвна питӗ лайӑх туятӑн. Ытларах ырӑ тума, пулӑшма тӑрӑшни вӑл – ăнăçу формули пуль тесе шутлатăп.
Ҫемье телейӗ чи малтан – хӗрарӑм аллинче. Хӗрарӑм телейӗ, паллах, ҫемьере, ачасенче. Хӗрарӑмӑн вӑйӗ вара – çумра юратнӑ ҫын, пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле пыракан шанчӑклӑ мăшăр пулнинче. Маншӑн ăнăçу тата çемье телейӗн формулисем – çаксем.
«Хамӑра кирлӗ ҫын пек туйса пурăнни – савăнăç кӳрет»
Наталья Маркова, нумай профиль-лӗ лицейӗн директорӗ:
– Ачаранпах чун-чӗрене хывнă воспитани вӑрлӑхӗсем, ӗҫченлӗх, тӳсӗмлӗх – ăнăçу çӗнсе илессин формулине йӗркелет пулӗ, тесе шутлатӑп. Яланах хӑвна этемлӗхӗн черчен пайӗ тесе туйни, ҫынсене хисеплени, пур çӗрте те ҫынлăхлă пулни тата ҫултан пăрăннисене тӳрӗ çул кӑтартни те кирлӗ.
Иккӗмӗш ыйту пирки каласан, эпӗ ăна хамăн ачасемпе, мăшăрăмпа ырă-сывӑ, пӗрле пурнăннинче куратӑп. Арҫынна сума суса пурăнма пӗлни – хӗрарӑм телейӗ. Ачасем ҫакна курса ҫитӗнеҫҫӗ пулсан, тӗрӗс воспитани илеҫҫӗ. Эпӗ ачасене хамăн аннен тӗслӗхӗнчен пӑхса ӳстеретӗп. «Аçăр курсан, аçăр пулсан?», тесе эпӗ час-часах калатӑп. Эпӗ, хам та, кирек ӑҫта ӗҫлетӗп пулсан та, ачасен амӑшӗ, упӑшкан арӑмӗ пулнине пӗр минутлӑха та асран кăлармастăп. Чи привайхи черетре, эпӗ килте хӑтлӑ условисем, ӑшӑ атмосфера тума тӑрӑшрӑм. Каçчен ӗҫлесен те, ывӑннӑшӑн ӳпкелешмерӗм. Ҫавӑнпа ӗҫ те ӑнса пырать. Хама кирлӗ ҫын пек туйни – хăй пӗр савӑнӑҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев