Хӗрарăм телейӗ ачисенче
«Çамрăклăхăм сывлăм ӳкнӗ пек иртсе кайрӗ. Пурнăçра хурине те, шуррине те пайтах курнă. Паянхи кун чуна савăнтараканӗ – ачасем ырă та сывă, ял çинче сумлă та хисеплӗ пулни», – тет Тутар Саплăк ялӗнче пурăнакан Лидия Ивановна Елифанова.
Лидия Елифанова Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çамрăк хӗр Алешкин-Саплăк шкулӗнче 8 класс пӗтернӗ хыççăн, малалла вăтам пӗлӳ илме районти пӗлӳ çуртне çӳренӗ. Шкул пӗтернӗ хыççăнах ялта почтальонка пулса ӗçе вырнаçнă. Çамрăк хӗр, паллах, медицина енӗпе вӗренме кайма ӗмӗтленнӗ. Пурнăç сăлтавӗсене пула, хӗр ӗмӗчӗ пурнăçланайман. Ӳссе пӗве кӗнӗ хӗр, 22 çул тултарсан, пӗр ял каччине Лев Васильевич Елифанова качча каять. Вӗсем туслă та çирӗп йăва çавăраççӗ. Çамрăксем иккӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ. Шкул сакки çинченех пӗр-пӗрне сăнанă курăнать.
Мӗнлерех пурăнать-ха паянхи кун Лидия Ивановна? Кермен пек çурт, шалтан та, тултан та çын ăмсанмаллăх тирпей хуçаланать. Мăшăрӗпе иккӗшех кӗштӗртетсе пурăнаççӗ вӗсем çакăнта. Çулӗсене пăхмасăрах, картиш тулли выльăх- чӗрлӗх усраççӗ, пахчаçимӗç акса ӳстереççӗ. Нумай çул ӗнтӗ вӗлле хурчӗсене те тытаççӗ. «Пирӗн аттепе анне ахаль ларма хăнăхман. Пурнăçӗсене ӗçпе ирттернӗ, пире те ӗçе вӗрентсе ӳстернӗ», – тет хӗрӗ Светлана.
Туслă çемьере çичӗ ача çитӗннӗ, ултă хӗр тата пӗр ывăл. Елифановсен йăхне малалла тăсакан та пур. Кӳршӗрех пурăнакан ывăлӗпе кинӗ ашшӗпе амăшӗн тӗрекӗ пулса пурăнаççӗ.
Чăн та, чи пахи – ачасем ăслă та сывă пулни. Елифановсене ку енчен ăннă тесен те юрать. Хӗрӗсем пурте аслă пӗлӳ илсе, сумлă ӗçсенче вăй хураççӗ, çемьеллӗ çак ялтах тымар янă. Пурте пӗр-пӗринпе туслă пурăнаççӗ.
Нумай чухне пурнăç хӗрарăм çинче тытăнса тăрать паллах. Хӗрарăм хăш енне пăрăнать, пурнăç та çапларах каять. Хӗрарăм тӳсӗмлӗ пулни те, çемье карапне çил-тăвăлтан упраса тăрать. Лидия Ивановна шăпах ӗмӗр тăршшӗпе çемье управçи пулса пурăннă та.
Йышлă ача-пăчаллă анне 35 çул почтальонкăра ӗçленӗ хушăрах, ачисене те тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстерме вăй çитернӗ. «Вăл вăхăтра хаçат-журнал çырăнакансем те нумайччӗ. Паллах, йывăр çӗклем йăтса çӳреме тивнӗ. Хулпуççисем ыратакан пулатчӗç. Çулсем пит япăхчӗ, хальхи пек асфальтланă çул мар. Çапах та ӗçрен юлман, хаçат-çырусене вăхăтра çитернӗ», – тет Лидия Ивановна хăйӗн ӗç çулӗсене аса илсе.
Паянхи кун тӗлне Лидия Елифанован 19 мăнук çитӗнет. Апла пулсассăн унăн савăнмалăх та, йăпанмалăх та пур. Пурнăç пӗр ахаль иртмен тесен те тӗп-тӗрӗс пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев