Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хӗллехи каникул пуҫланать

ГИБДД

2020 ҫулхи декабрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче ачасем çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче суранланассине асăрхаттарас енӗпе «хӗллехи каникул» тенӗ анлӑ калăпăшлă мероприяти иртӗ.

Кун çинчен ГИБДД начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерет.

– Ачасене транспорт хатӗрӗсенче илсе çӳретнӗ чухне аварипе çыхăннă лару-тăру уйрӑмах пӑшӑрхантарать, – тет вӑл. – 2020 ҫулхи 11 уйăх  пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑри çулсем çинче 7 пассажир-ача вилнӗ. Ҫакна асра тытса, ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансен çак категорийӗ енӗпе лару-тӑру çивӗчленнине пула, ачасене автомашинăсемпе илсе çӳретмелли  правилăсене пӑснă тӗслӗхсем пултарас марришӗн çак мероприятисене ирттерме планлаççӗ.

Çул çӳремелли правилăсене пурнăçламан пӗчӗккӗ çуран çӳрекенсем те ГИБДД ӗçченӗсен  тимлӗхӗнчен аякка юлмӗҫ. Полицейскисем ҫамрӑк инспекторсен отрячӗсемпе, педагогсемпе, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсемпе , «Ашшӗ-амӑшӗн патрулӗ» тата Ашшӗсен патрулӗ» инициативин ушкăнӗсемпе, çаплах, «Раҫҫей шкулӗн вӗренекенӗсен юхӑмӗ» обществăлла организацийӗпе пӗрле ҫул-йӗр правилисене пӑсас енӗпе асăрхаттарӗç. Правӑна пӑсни ҫинчен  даннăйсене çуран çӳрекенсен вӗренӳ вырăнӗсене вӗсемпе профилактика ӗçӗ илсе пырассишӗн парӗç, – тет Анатолий Михайлов.

Полици ӗçченӗсем, ҫавӑн пекех, пӗлӳ паракан  организацисенче вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактика калаҫăвӗ те ирттерӗҫ. Автотранспорт предприятийӗнче тата ытти организацисенче  тематикăлла лекцисем ирттерме палӑртнӑ. Кун çутăлăхӗ кӗскелнипе, çаплах начар çанталăк условийӗпе çыхăннă çул-йӗр ситуацийӗсем килсе тухас условисенче, Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене пурне те тимлӗхлӗ, сыхă пулма тата çутта тавăракан элементсемпе усă курма чӗнсе калать.

Цифрăсем

2020 ҫулăн 11 уйăхӗнче республикăри ҫулсем ҫинче 431 ҫул-йӗр транспорт аварийӗ регистрациленнӗ. Вӗсенче 8 ача вилнӗ тата 459 ача суранланнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев