Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хисеплӗ хăтана Карсаков Илья Николаевича асăнса

Елена Казакова, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Чӗрене çӳçентерет,

Шăплăхӗ масар çинче.

Хӗрӗх кун эсӗ выртатăн,

Хура тăпра айӗнче.

 

Шăмму-шакку канать пуль,

Хывса хунă тумтир пек.

Çӳлте чуну чӗтӗрет пуль,

Типнӗ ăвăс çулçи пек.

 

Мăнуксене курас килсен,

Лӗпӗш пулса вӗçсе кил.

Чечек çеçки çине ларса,

Вӗсене ыталаса ил.

 

Кил-тӗрӗше тунсăхласан,

Чӗкеç пулса эс килсем.

Аслăк айне вӗçсе кӗрсе,

Ху килнине систерсем...

 

Ăшу ытла вăркасассăн,

Пӗччен Акăш эсӗ пул.

Пӗве çийӗн вӗçсе иртсе,

Ял енне çаврăнса кил.

 

Кӗртлӗ Варта шур хурăнсем

Лӗп çилпе хумханаççӗ.

Эсӗ çуккишӗн хурланса

Пуçӗсене таяççӗ...

 

Паян çанталăк ăмăр,

Хушăран хӗвел пăхать.

Анăç енчен вӗтӗ çумăр

Кунӗпех куççуль тăкать...

 

Çутçанталăк тӗлӗнтермӗш,

 Пулăмӗ тӗлӗнтерет:

Çурçӗр енчен вичкӗн çилӗ,

Саншăн шăхăрса йӗрет.

 

Ачалăхри кăвак хуппи

Ик енне уçăлсанччӗ...

Йывăр, хура масар тăпри

Саншăн мамăк  пулсанччӗ...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев