Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Халӑх пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлет

Паян ялта

 

Обществӑсенче,  агрофирма  филиалӗсенче, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче хӗл каçармалли тапхăр валли выльăх  апачӗ  хатӗрлесси  тулли хăватпа пырать.

Районти обществӑсенче тата агрофирма  филиалӗсенче выльӑхсене хӗл каҫарассишӗн 8661 тонна утӑ, 41140 тонна сенаж, 45471 тонна силос хатӗрлемелле. Паянхи кун районӗпе  2190 тонна (хатӗрлемеллин 25 проценчӗ) пахалăхлă утă запасӗ хывнӑ, 30050 тонна (73 процент) сенаж хывнӑ. Кашни пуç выльӑх пуҫне вӑтамран 10 центнера (23 центнер пулма тивӗçлӗ) яхăн выльӑх апачӗ пухнӑ.

Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн Хулаçырми филиалӗнче сенаж хатӗрлеççӗ. Ҫак филиала килсен те  ҫакна тепӗр хут куртӑмӑр. Люцерна хирӗнче «Ягуар-850» маркăллă  ваклатса тиекен комбайнпа ӗçлекен Марсель Айметдинова 5 «КамАЗ» автомашина çирӗплетнӗ. Марсель – опытлӑ механизатор. «Ягуар-850» комбайнпа сенаж хывнă çӗрте улттӑмӗш сезон ӗҫлет иккен. «Ӗçе вӑхӑтра  килет, пӗр минут та кая юлнине курмастăн ăна, ӗçне вӗçне çитерсе пурнăçлать», тет Марсель ҫинчен Хулаҫырми филиалӗн директорӗ Рафаэль Алимов. Каччӑ «Т-150» тракторпа ҫуракинче те хутшӑнать, хӗлле вара тракторпа выльӑхсем валли апат кӗртнӗ çӗрте вăй хурать.

Темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ люцерна хирӗнчен выльӑх утарне килекен  машинăсем хыççăн пăхса ӗлкӗрейместӗн. «КамАЗ» автомашинăсен шоферӗсем Ильнур Залялов, Рамиль Иматдинов, Булат Айсин, Геннадий Мискин тата Фанис Гайнутдинов кунне темиҫе теҫетке рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ. Кунта ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Апат утарӗнчи сенаж траншейине «КамАЗ»  автомобильсем кӳрсе пушатнă симӗс массӑна «Амкадор»  тракторпа Фаргать Калимуллин тикӗслет, «К-700» тракторпа Алексей Волков вара тăкăсласа таптатса тăрать.  Каçхи сменăра вара вӗсене «К-700» тракторпа Рафик Санатуллин улӑштарать.

– Каччăсем тӑрӑшаҫҫӗ, пултăр тесе ӗçлеҫҫӗ. Хăйсем те ял ачисем вӗт, сенаж хывас ӗҫ вăраха тăсăлнă май унăн пахалăхӗ чакать, çакă вара ӗнесен продуктивлăхне чакарма пултарнине ăнланса ӗçлеççӗ. Каччăсене тав тунисӗр пуçне ытти сăмахăм çук, – тет Рафаэль Алимов.

 

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен июлӗн 7-мӗшӗнче илнӗ даннăйсем çине пăхсан, 6918 гектар ҫинчи нумай çул ӳсекен курăксен 2323 гектарне утă валли ҫулнӑ, 3798 гектарне сенаж валли хывнă тата 797 гектарне çулса выльăхсене ҫитернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев