Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Халӑх перепиҫӗ  октябрьте пуçланать

Раҫҫейре халăх перепиçӗ 2020 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланса, октябрӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ.

Кунсӑр пуҫне, çын нумай пурӑнакан вырӑнсенчен аякра вырнаçнă тата инҫетри районсенче халӑх шутне илесси апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланма тивӗçлӗ пулнă. Анчах коронавирус пандемийӗн условийӗсене шута илсе, Росстат ҫак ӗҫсене каярах куҫарма решени йышăннăччӗ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Единая Россия» партийӗн халăх перепиçне октябрь уйӑхне куҫармалли инициативипе килӗшнӗ. Федераци Совечӗн вице-спикерӗ, «Единая Россия» партийӗн Генеральнăй совечӗн секретарӗ Андрей Турчак Путин ирттернӗ канашлура халăх перепиçне  октябрь уйӑхне куҫарма сӗнет. Вӑл çакна суйлав умӗнхи кампани пуҫланнипе  ӑнлантарчӗ.

Чи пысӑк ҫӗнӗлӗх – кăмăллакансем патшалăх ӗçченӗсен порталӗнче халӑх перепиçне хăйсен тӗллӗн иртме пултараççӗ. Халăх шутне илекенсем килӗрен-килле çӳренӗ чухне, ятарлӑ планшетсемпе усӑ курӗҫ. Планшетсенче ятарлă  программа вырнаçтарнă, çакă шута илмелли хут листисенчи йăнăшсене чакарма, информацие пухас тата ӗҫе кӗртмелли  пахалăха лайӑхлатма май парать.

Халӑх перепиçӗ октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен иртмелле.

Кун çинчен пире  Андрей Борисов, Çӗпрел районӗнчи халӑх перепиçӗн  ыйтăвӗсем енӗпе полномочиллӗ представитель пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев