Хаçата çырӑнманнисене «Сывӑ пулӑр», тетпӗр
Çырăнтару – 2022
Ҫырӑннисене – иккӗмӗш ҫур ҫула ырă сунса кӗтетпӗр!
Районӑн хисеплӗ ҫыннисем! Пирӗн хаҫатӑн ҫак номерне алла илнӗ хисеплӗ тусӑмăрсем!
Вӑхӑт иртет. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хаҫата çырăнтармалли кампанине йӗркелеме кӑткӑслансах пырать. Эпир, редакци ӗçченӗсем, хаҫат тиражӗ 1000 экземпляртан кая ан пултӑр тетпӗр. Тутарла – 1000, чӑвашла та –1000 экземпляр. 9000 яхӑн кил-хуçалăхӗ пулнă районшăн мӗн ӗнтӗ вăл – 2000 экземпляр?!
Нумайӑшӗ интернетра вулатпӑр, теҫҫӗ. Анчах интернетран илнӗ хыпарпа эсир алла тытса вулакан хаҫат хушшинчи уйрӑмлӑх – ҫӗрпе пӗлӗт хушши пекех.
Хаҫата яланах çырăнса пыракансенчен эпир «пирӗн ялта почтальон ҫук, хаҫата кӳмеççӗ» тенине те илтрӗмӗр. «Эпир хаçата юратса вулаттăмăр. «Эрнери пулӑмсене» те, «Туган як» («Тăван ене») хаçата та пӗтӗмпех вуласа тухаттăмăр. Пур хыпара та çавăнтан пӗлеттӗмӗрччӗ. Анчах кӳме пăрахрӗç, почтальон ҫук», тесе Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн йышне кӗнӗ ялсенчен шӑнкӑравларӗç.
Акă çакăн пек сӑлтавсене пула пире ҫак подпискăна илсе пыма йывăр пулчӗ те ӗнтӗ. 91 ҫул пурӑннӑ редакцийӗн, хаçатăн шанчăклă тусӗсем пулни кӑна пире малти рете илсе тухрӗ. Çырăнтару планне пурнӑҫларăмăр, темелле. Ҫак ҫур ҫулта пирӗнтен пӗрле пулнисене те, иккӗмӗш ҫур ҫулта пирӗнпе уйрӑласшӑн пулманнисене те тав тăватпăр!
Эпир час-часах калатпăр – вулакан пур пулсан ҫеҫ хаçат (пичет изданийӗ) пурăнать. Малашне те пӗр-пӗрин лару-тăрăвӗсене пӗлсе, пӗр-пӗрне пулăшса, пӗрле пурӑнма пӳртӗрччӗ!
Хисеплесе, «Тăван енсем».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев